Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсен пресс-конференцийĕ иртнĕ

29 апреля 2016 г.

Журналистсен пресс-конференцийĕ иртнĕ

АПРЕЛĔН 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан 65 журналист мероприятие пуçтарăннă.«Сирĕн ĕçе халăх кĕтет, эсир _ халăха кирлĕ çынсем. Сирĕн паха опытăра эпĕ ырлатăп. Малашне те хăвăрăн професси пĕлĕвĕн шайне чакарса ан лартăр, регион аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлер», _ тесе пуçланă хăйĕн сăмахне республика Пуçлăхĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçличчен, чи малтанах пухăннисене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки кĕскен паллаштарнă. Çулталăк пуçламăшĕнчи ырă туртăмсен шутĕнче вăл промышленноç производствин _ 106,8 процент (Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта), ялхуçалăх производствин _ 112, 3 процент, халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçин 103,4 процент ỹсĕмне палăртнă. Промышленноç производствин индексĕ электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствинче – 21,2, апат-çимĕç туса кăларакан производствăра _ 16,3, хими промышленноçĕнче 20,4 процент хушăннине, резинăпа пластмасса изделийĕсем туса кăларасси те 20 процент ỹснине палăртнă. Ялхуçалăх ыйтăвĕсем пирки сăмах хускатас пулсан, кунта та кăтарту питĕ аван. Ялхуçалăх таварне туса илессин калăпăшĕ хăпарнă, вăл 112,3 процентпа танлашать. «Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерни куçкĕретех, _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. _ Кăçал та социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярассипе малалла ĕçлетпĕр, шкулсем, çулсем, спорт залĕсем хута яма палăртса хунă, инфратытăм та вăй илсех пырĕ, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене те хатĕрлеме палăртнă». Журналистсене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарнă. Промышленноçпа ялхуçалăхне аталантарас, çамрăксем яла юлччĕр тесен, мĕн тумалла? Тата ытти тĕрлĕ ыйтусем панă пресс-конференцие пухăннисем. Кашни ыйтăва М.Игнатьев тимлĕн итленĕ, тивĕçлĕ хурав панă.

 

Алина Ларшникова,"Шăмăршă  хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ: 

_ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференци Чăваш Енри лару-тăрăва тĕплĕнрех пĕлме май пачĕ. Михаил Васильевич ыйтусем çине туллин те уçăмлăн хурав- ларĕ. Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, Чăваш Ен малалла аталаннине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Пирĕн пурин те ыранхи куна шанса вăй хумалла. «Чи кирли _ республикăри тăнăçлăх тата ăнланулăх. Килĕштерсе ĕçлесен çеç малашне те самана таппипе тан утăпăр, вăйланса малалла аталанма май килтерĕпĕр», _ палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Журналистсен тĕллевĕ _ пресс-конференцире çĕкленĕ ыйтусене вырăнта мĕнле татса панине вулакансене тĕплĕн пĕлтересси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика