29 апреля 2016 г.
АПРЕЛĔН 30-мĕшĕнче вут-çулăма хирĕç кĕрешекенсем хăйсен професси уявне _ Раççейри пушар сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ Раççейри пушар сыхлавĕ 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче пуçланса кайни паллă. 1994 çулта йышăннă «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераци саккунĕ пушара хирĕç кĕрешекен службăн çак полномочийĕсене çирĕплетнĕ: патшалăх служби, муниципал, ирĕклĕ, ведомство тата уйрăм çынсен пушар сыхлавĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 1999 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче йышăннă Указпа Пушара хирĕç кĕрешекенсен кунне туса хунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе, «Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба» хысна учрежденине çирĕплетнĕ. Учреждени штатĕнче 298 çын шутланать. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшас тата вут-кăвара сỹнтерес тĕлĕшпе, 12 пушар чаçĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хỹтĕлекен 10 пост туса хунă. 2009 çулта Патăрьелĕнчи ПЧ-26 никĕсĕ çинче пушара хирĕç кĕрешекен отряд йĕркеленĕ, унта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи 4 пушар чаçĕпе уйрăм 2 пост кĕреççĕ. Шăмăршăри ПЧ-42 тата Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕ çумĕнчи уйрăм пост 25 çынна пĕрлештереççĕ. Вĕсен аллинче _ 5 единица пушар техникипе хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 2 мотопомпа. Çул-йĕр çинчи аварисенче тата ытти чрезвычайлă лару-тăрура çынсене хăвăрт çăлас тĕллевпе, ПЧ-42 гидравликăллă «Спрут» инструментпа пуянланчĕ. Çавăн пекех, чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче электроэнергие пĕр чăрмавсăр парса тăма автономлă бензогенератор хатĕр тăрать. Паллă ĕнтĕ, пысăк пушар вăхăтĕнче сывлама сывлăш çитмест, тĕтĕм-сĕрĕм çăвара-сăмсана кĕрет, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çакăн пек кăткăс условисенче пушара сỹнтерме пире хĕснĕ сывлăшпа ĕçлекен 4 штук ПТС «Профи-М» сывлав аппарачĕ пулăшать.Пушар сыхлавĕнче халăх хушшинче профилактика ĕçне туса пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Практика кăтартса панă тăрăх, вут-кăварпа асăр- ханусăр пулни, электрооборудовани вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чухне правилăсене пăхăнманни, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем юсавсăр пулни, ачасем шăрпăкпа выляни пушар тухнин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Пушара сỹнтерекенсен профессийĕ чи йывăрри тата чи хăрушши шутĕнче. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсене вилĕмрен çăлса хăвараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Тăван çĕршыв уйрăмах палăрнă çăлавçăсене патшалăх тата ведомство наградисемпе хавхалантарать. Пушара хирĕç кĕрешекенсен кунне уявланă май, эпир пирĕн службăри кашни çынна тата хамăрăн хисеплĕ ветерансене, вĕсен çемйисене чун-чĕререн саламлатпăр, пысăк тав тăватпăр. Пушарнăйсем каланă пек: пушар шлангĕ (рукав) яланах типĕ тăтăр!
А.НИЗАМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи.