29 апреля 2016 г.
ÇУ уйăхĕсем çывхарнă май, çул çинче велосипедпа ярăнма кăмăллакансем йышлă курăнма пуçларĕç. Вĕсен хушшинче уйрăмах ачасем нумай. Чăн малтан çакна калас килет: автомашинăсем çỹрекен асфальт сарнă çул çинче 14 çул тултарман ачасен велосипедпа çỹреме юрамасть. Вĕсем тротуар е ятарлă çул çинче кăна ярăнма пултараççĕ. Тата тепĕр самант _ велосипеда упрасси. Çулла велосипедсем çухалнă тĕслĕхсем сахал мар. Çавăнпа та ачасене çине тăрсах асăрхаттаратпăр: велосипедăра ăçта килнĕ унта ан хăварăр. Уйрăмах лавкка, шкул территорийĕ, çурт умĕсем (подъезд) шанчăксăр. Кунта сире шкул дирекцийĕ те пулăшаймĕ. Упрама пĕлменшĕн транспорт хуçи хăй кăна айăплă. Хаваслă çу кунĕсем пурне те савăнăç кăна кỹччĕр!
Н.МАЗЯКОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор, полици капитанĕ.