11 мая 2016 г.
ÇĔНТЕРỸ КУНĔ шăмăршăсемшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн тепĕр паллă пулăмпа асра юлчĕ. Уявра чаплă лару-тăрура Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕн (ГСВГ) ветеранĕсене халалласа палăк-стела уçрĕç. Ăна ГСВГ ветеранĕсен обществăлла организацийĕн укçи-тенкипе туса лартнă.Стела çинчи совет салтакĕн сăнарĕнче кашни ветеранах хăйне курнăн туйăнать. Фашизм свастикине касса вакланă вырăс хĕçĕ _ паттăрлăх символĕ. Палăка уçма тĕрлĕ çулсенче унчченхи ГДРта службăра тăнисем _ Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсемпе Шупашкарти, Çĕрпỹри тата Саратоври ветерансем _ йышлăн пуçтарăннă. Вĕсене пурне те район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов чĕререн саламларĕ, палăка уçни çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăмах палăртрĕ. Савăнăçлă митингра ГСВГ ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ Станислав Ястребов доклад туса пачĕ. «Аякри Германире те Тăван çĕршыв яланах асраччĕ, _ терĕ Станислав Вячеславович. _ Эпир пĕр-пĕринпе çав тери туслă пурăннă, çак туслăх ĕмĕрлĕхех упранĕ». Митингра çавăн пекех Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, ветерансен районти Канашĕн председателĕ Петр Фомин, ГСВГ ветеранĕ Игорь Чурбанов полковник, «Пограничниксен туслăхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Егор Сетриванов, ГСВГ ветеранĕсен Атăл тăрăхĕнчи регион уйрăмĕн ертỹçи Геннадий Кошкин, Чăваш Республикинчи ГСВГ ветеранĕсен ертỹçин çумĕ Александр Ялуков тата ыттисем сăмах тухса каларĕç. Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре уйрăмах палăрни- сене Хисеп грамотипе чысларĕç. Уяв вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле палăк умне тăрса асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
Ив.АНАТКА С.