11 мая 2016 г.
КĂÇАЛ , майăн 21-мĕшĕнче, Карапай Шăмăршă шкулĕ 125 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Акă ман пата та йыхрав хучĕ çитрĕ. Унти шкула пирвайхи хут кайнăранпа 75 çул иртрĕ. Асра юлнă самантсем сахал мар. Анчах мĕншĕн ытларах хурлăхлисем асра юлнă? Вĕсем, паллах, вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Хамăра вĕрентнĕ учительсем халĕ пĕри те çук ĕнтĕ, вĕсен сăнарĕсем кăна куç умĕнче. Уйрăмах пирвайхи вĕрентекен Мария Петровна Петрова асăмра. Вăл эпир _ икĕ вĕренекенĕ _ учитель профессине суйласа илнишĕн питĕ савăнса калаçатчĕ. Ун чухнехи шкул директорĕ Вячеслав Павлович вырăс чĕлхи вĕрентетчĕ. Эпир вĕреннĕ çулсенче çанталăк хĕллехи вăхăтра питĕ сивĕччĕ. Класра салтăнса та курман _ чернил шăнса ларатчĕ. Тăхтав вăхăтĕнче алăсене ăшăтма кăмака йĕри-тавра тăраттăмăр, чернил кĕленчине кăмакана лартаттăмăр. Уроксем вĕçленсен аслă классенче вĕренекенсем вутă тататчĕç, кĕçĕнреххисем ăна кăмака çумне типĕтме хуратчĕç. Техничкăсем вăрманта вутă хатĕрлетчĕç. Киле çитсен ăшăнма кăмака çине хăпарса лараттăмăр. Вăрçă çинчен кашни кун учительсем пĕлтерсе тăратчĕç. Малтанхи çулсенче нимĕçсем хамăр пата та çитесрен питĕ хăраттăмăр. Каярахпа, хуласене ирĕке кăларма пуçласан, питĕ савăнаттăмăр. Вăрçă çулĕсенче пĕрле вĕренекен ачасен ашшĕсем вилни е хыпарсăр çухални çинчен хутсем килетчĕç. Ирхине шкула килсен, çав хыпарсене пĕлсен, юлташсене шеллесе ушкăнпа йĕнĕ самантсем те пулнă. Эпир, 10-12 çулхи ачасем, уроксем хыççăн çунашкасем çине ещĕксем лартса, колхоз валли кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пуçтараттăмăр. Салтаксем валли шкула çыхнă алса-чăлха илсе пыраттăмăр _ фронта посылкăсем хатĕрлесе ăсатнă. Апат-çимĕç çинчен аса илсен куççуль тухать. Çĕрулми те тухăçлă пулмастчĕ, улма крахмалĕнчен пĕçернĕ пашалу, çулла ут кăшкар, хуртуни курăкĕсене тăраниччен çинĕ. Ĕне усрани кăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Атте йывăр чирлесе 41 çултах çĕре кĕчĕ, эпир _ 5 çурма тăлăх ача _ епле ỹснинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Çуллахи вăхăтра та шкул ачисем нумай ĕçе хутшăннă: анасене çумкурăкран тасатнă, аннесемпе пĕрле тырă вырнă, кĕлте çыхнă. Вырнă ана çинчен пĕр пучах юлмиччен пуçтарнă. Шкулта çар ĕç урокĕсенче икĕ ушкăна пайланса вăрçăлла выляттăмăр, вăйă яланах «хĕрлисем» çĕнтернипе вĕçленетчĕ. Тата çакă та асăмра. Пирĕн яла вăрçă пуçлансан Белоруссирен тарса килнисем (беженцы) пурччĕ. Пỹрт пысăк тесе пирĕн пата та пĕр хĕрарăмпа икĕ ачине вырнаçтарчĕç. Хамăрăн та çимелли нимех те çук пулсан та, вĕсене те апатран уйăрса хăварман. Ачалăхăмăр тертлĕ, нушаллă иртрĕ, апла пулсан та пилĕк пĕртăван, 75 çултан иртнĕскерсем, пурăнатпăр-ха. Эпир пурте тăван шкулта 7 çул вĕреннĕ. Шăллăм Гена пуçарнипе шкула юбилей ячĕпе парне пама калаçса татăлтăмăр. Юбилейре пĕр-пĕринпе тĕл пулса,иртнине аса илсе калаçса ларма ĕмĕтленетĕп.
Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Карапай Шăмăршăри 7 класлă шкултан 1948 çулта вĕренсе тухнăскер.