Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр юсама - халăхпа

11 мая 2016 г.

МАЙ уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕсенче Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче çул-йĕр юсас ĕç активлă пычĕ. Калас пулать, кунта ял тăрăхĕн депутачĕсем пуçаруллă. Акă, сăмахран, Речная урамри çула юсама В.Александров депутат пуçарса ячĕ. Çак урамрапурăнакан Ю.Московский хăйĕн транспорчĕпе çул çине сарма вак чул турттарчĕ. Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Ю.Яковлев депутат вак чул сарса çула якатрĕ, ку ĕçре ăна ял старости Н.Лаврентьев хăйĕн техникипе пулăшрĕ. Çавăн пекех ял çыннисем Советская урамри çула та хăйсен вăйĕпе юсарĕç _ вак чул тата хăйăр сарчĕç. Кунта Н.Шомполов хăйĕн техникипе ĕçлерĕ. Халĕ Восточная урампа çỹреме те нимĕн те кансĕрлемест _ ăна та юсаса çĕнетнĕ. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ çул-йĕре юсама хутшăннă çынсене пурне те тав тăвать.

А.ШОМПОЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика