13 мая 2016 г.
КУН пирки тавлашма кирлĕ мар: çул çинчи инкексем нумай чухне хамăрăн тимсĕрлĕхпе пулаççĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра кăна виçĕ авари пулнă, вĕсенче виçĕ çын инкек тỹснĕ. Телее, вилекенсем пулман. Пĕр авари эрех ĕçсе руль умне ларнă водителе пула сиксе тухнă, унта водитель хăй те сиенленнĕ. Асăннă виçĕ авари те Çĕрпỹ-Ульяновск федераци трасси çинче пулнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем ỹсĕр водительсемпе, çул-йĕр правилисене пăсакансемпе çыхăннă. Теприсем хăвăртлăха пăхăнмаççĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 728 водителе административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсенчен 29-шĕ руль умне ỹсĕрле ларнă. Йĕркене пăсакансем хушшинче çуран çỹрекенсемпе должноçри çынсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем те явап тытассинчен пăрăнса юлмаççĕ, штраф тỹлеме тивет. Çакна та каласа хăварас килет: çак уйăхра районта республика пĕлтерĕшлĕ профилактика мероприятийĕсене ирттерме палăртнă.
Г.ИВАНОВА, ГИБДДăн районти уйрăмĕн инспекторĕ.