Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье юратупа телейлĕ

17 мая 2016 г.

Çемье юратупа телейлĕ

ИРТНĔ эрнере район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă турĕç. Çемье – обществăн пĕр пĕчĕк ячейки, çывăх та пĕрле пурăнакан тăвансен пĕр ушкăнĕ. Çемьеллĕ çын çĕр çинче нумайрах пурăнать _ çапла çирĕплетет статистика. Çемье телейне упрама пĕлмелле. Пĕрне-пĕри юратни, ача-пăча атте-анне тесе чĕнни, пурăннăçемĕн мăнуксемпе киленни _ чăн-чăн телей. Районта çемье телейне упракансем сахал мар. Вĕсенчен хăшĕсене хăнана чĕнтĕмĕр. Акă Пуянкассинчи Анатолий Петровичпа Вера Михайловна Андреевсем 50 çул пĕр çемьере пурăнаççĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхтернĕ, тăван çĕре юратма хăнăхтарнă. Пурте çемьеллĕ, халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслă ачисем те тăван килте час-часах пулаççĕ, пĕр-пĕринпе те, ашшĕ-амăшĕпе те туслă. Çемье пуçĕ Анатолий Петрович яланхи пекех кил-çурт тĕрекĕ. Вăл нумай çул хушши колхозра ĕçлесе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Унăн паха сĕнĕвĕсем паян кун та ачисене пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăма пулăшаççĕ. Сăпайлă та ăшă кăмăллă Вера Михайловна та ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Андреевсен халĕ 7 мăнук.Тепĕр телейлĕ çемье _ Анат Чаткас ялĕнчи Василий Матвеевичпа Елизавета Федоровна Мартыновсем. Вĕсем пĕр çемьене пĕрлешни 53 çул. Вĕсен кун-çулĕ те хĕрỹ ĕçре иртсе пырать. Василий Матвеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухич- чен тăван колхозра платникре вăй хунă, Лиза аппа ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче 40 çул санитаркăра ĕçленĕ. Вĕсем 4 ача _ пĕр ывăлпа виçĕ хĕр _ çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ ачисем пурте çемьеллĕ, 2 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук çитĕнет. Васан ялĕнчен килнĕ Виктор Николаевичпа Анджела Витальевна Егоровсем 25 çул пĕр çемьере шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ вĕсем. Асли çемьеленме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, кĕçĕннисем шкула çỹреççĕ. Егоровсене асатте-асанне тесе чĕнекен пĕр мăнук савăнăç кỹрсе тăрать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, юбиляр- сен ячĕсене Шăмăршă районĕн хисеплĕ çемйисен Юбилей кĕнекине çырса хутăмăр. Хисеплĕ юбилярсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Н.Малов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Çавăн пекех хăнара тин çеç пĕрлешнĕ çамрăк мăшăр _ Владиславпа Ксения Бутановсем _ пулчĕç. Вĕсем пĕр çемьере 134 кун пурăнаççĕ. Çамрăк çемьене телейлĕ кун-çул, ăнлану, иксĕлми юрату сунтăмăр. Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Андриан Витальевичпа Александра Егоровна Байкаловсем вара çемьере иккĕмĕш ывăлĕ çуралнине çирĕплетекен документ илме килнĕ. Чаплă лару-тăрура Байкаловсене тин çуралнă пĕчĕк Димăн пĕрремĕш документне пачĕç. Унтах икĕ ачаллă çемье районти Пенси фончĕн пай пуçлăхĕ Д.Федоськин аллин- чен амăшĕн капиталĕн сертификатне те илчĕ. Уявра хаваслă юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклентерсе тăчĕ. 

Т.МАТВЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика