17 мая 2016 г.
ЫТАРМАЛЛА мар илемлĕ вырăнта вырнаçнă Патирек ялĕ. Юнашарах _ вăрман, шăнкăр-шăнкăр шывлă çырма, чечеклĕ улăх-çаран... Выльăх-чĕрлĕх усрама та, пыл хурчĕсем ĕрчетме те лайăх. _ Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ялта савăнса пурăнăп тесе тахçантанпах ĕмĕтленеттĕм, _ тет шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ Игорь Севрюгин. _ Мана нимĕнле Сочи те кирлĕ мар, тăван ял сывлăшĕ темрен те сиплĕрех. Выльăх-чĕрлĕх усратăп, пыл хурчĕсем ĕрчететĕп. Пахчаçимĕç çитĕнтерме юрататăп. Игорь Петрович 1966 çулхи майăн 12-мĕшĕнче Патирекре, йышлă ача-пăчаллă çемьере çуралнă. Палтиелĕнчи вăтам шкул хыççăн Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă. Танкист. Çар вĕренĕвĕнчи тата спортри çитĕнỹсемшĕн ăна чаç командирĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Салтакран таврăнсан Игорь Севрюгин милицин Шупашкарти аслă шкулне вĕренме кĕнĕ. Шкула лайăх паллăсемпе çеç пĕтернĕ. Ĕçе вырнаçма та ĕлкĕреймест, çамрăк офицера Кавказ тăрăхĕнчи Нагорный Карабаха служба командировкине яраççĕ. _ «Карабах» сăмах тĕрĕк чĕлхинчен «хура сад» тесе куçарăнать, _ ăнлантарчĕ мана Игорь Петрович. _ Пур çĕрте те садсем куçа илĕртеççĕ. Анчах çак илемлĕ пурнăçра та хирĕçỹ валли сăлтав тупнă. Эпир азербайджанпа эрмен халăхĕсене мирлештерес тесе нумай тăрăшрăмăр. Сăмах май, Игорь Севрюгин икĕ хутчен Чечняра та пулнă, банда йĕркеленĕвĕсене тĕп тумалли вăрттăн операцисене хутшăннă. Нагорный Карабахри тата Чечняри хăрушă командировкăсем çинчен медальсем аса илтереççĕ. Игорь Петрович Канашри шалти ĕçсен пайĕнче следователь тивĕçне пурнăçлать, кунта та лайăхпа çеç палăрать. Анчах та чун тени тăван тăрăхах туртать çав. Хăйĕн çак кăмăлĕ çинчен пуçлăхсене те пĕлтерет. Вара Игорь Севрюгина Шăмăршăри паспорт сĕтелне ертсе пыма шанаççĕ. Çак пысăк яваплă ĕçре вăл пенсие тухичченех тăрăшать. Унăн кăкăрне «Милици отличникĕ» тата ытти медальсем илемлетеççĕ. Мăшăрĕпе _ Светлана Викторовнăпа _ икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстереççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна-ха Севрюгинсемшĕн çеç мар, пĕтĕм районшăн пысăк савăнăç пулчĕ. Игорь Петровичпа Светлана Викторовнăн ывăлĕ _ Раççей Çарĕнче службăра тăракан Максим _ Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Игорь Петровича вара ял çыннисемпе тăванĕсем, пĕрле ĕçленисем ылтăн юбилейпе _ çуралнăранпа 50 çул тултарнă ятпа _ ăшшăн саламларĕç. «Вăштăр кăна вăштăр çил вĕрет, Çул иртет те, çỹç кĕмĕлленет», _ çакăн пек илемлĕ юрă юрлаççĕ хăнара Патирекри аслă ăру çыннисем. Ан тив, çỹç кĕмĕллентĕр, арçынна илем çеç кỹреççĕ шурă çỹç пĕрчисем. Игорь Петровича эпир юман пек çирĕп сывлăх, кĕмĕл çăлкуç пек тапса тăракан телей сунатпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ. Патирек ялĕ.