Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часах - юлашки шăнкăрав…

17 мая 2016 г.

ШКУЛСЕНЧЕ юлашки шăнкăрав янăриччен шутлă кунсем юлчĕç. Ун хыççăн вара патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пуçланаççĕ (ЕГЭ). Часах çак хумхануллă кунсем те хыçа тăрса юлĕç _ выпускниксем, тăван шкулпа сывпуллашса, хăйсем суйласа илнĕ профессие алла илме тĕрлĕ хуласене саланса пĕтĕç. Мĕнле специальноçсене килĕштереççĕ-ши кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухакансем? Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ илекенсем кăçал районта _ утмăл иккĕн. Кашни тăваттăмĕш выпускник (15-ĕн) пулас кун-çулне медицинăпа çыхăнтарма шутлать иккен. Çак тĕллевпе хăшĕ Шупашкарти университета е медколледжа, хăшĕ _ Чулхулана е Хусана вĕренме кайма ĕмĕтленет. Вĕсенчен тăваттăшĕ стоматолог пуласшăн. Педагог профессийĕ 5 выпускнике килĕшет. Районти шкулсенче ĕçлекен учительсенчен чылайăшĕ пенсире е 55 çула çывхарса пынине шута илсен, ку питех те пĕчĕк хисеп. Малашне кам килет-ши республикăн чи аякра вырнаçнă районне ачасене вĕрентме? Пилĕк специалистран хăшĕ те пулсан тăван шкула таврăнĕ-ши? Экономист специальноçĕ халĕ те çамрăксем хушшинче илĕртỹллисенчен пĕри _ улттăн суйласа илнĕ. Юрист пулас ĕмĕтлисем çулран-çул чакса пыраççĕ _ кăçал пĕр выпускник çеç юридици факультетĕнче вĕренесшĕн. Аслă пĕлỹллĕ инженер пулма 6-ăн ĕмĕтленеççĕ. Тата иккĕшĕ хăйсен профессине строительствăпа çыхăнтарĕç _ çурт-йĕр тăвасси яваплă та пархатарлă ĕç. Информатика предмечĕпе çыхăннă спе- циалистсем те пулĕç _ программист тата инженер специальноçĕпе виççĕн аслă шкулсенче ăс пухĕç. Фармацевт специальноçне иккĕн суйласа илнĕ _ хальхи пурнăçра питех те кирлĕ професси. Аптекăна пурте час-часах кĕрсе çỹретпĕр вĕт. Культурăллă канупа çыхăннă специалистсем те хамăр районтанах пулĕç _ вĕренсе тухсан икĕ хĕр хореограф, виççĕмĕшĕ туризм енĕпе ĕçлеме тытăнĕç. Шăмăршă çамрăкĕсем графикăпа дизайн, бизнеспа дизайн факультечĕсенче те вĕренĕç. Муниципаллă служащи пулма ĕмĕтленекен те пур. Коопераци институтĕнче аслă пĕлỹ илсе суту-илỹ ĕçченĕ пулас текен вĕренекен те Шăмăршăри вăтам шкултан. Çапла, çутă ĕмĕтлĕ çамрăксем пурнăç çулĕ çине тухаççĕ. Пурте тенĕ пекех хăйсен малашлăхĕ çинчен ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсемпе тĕплĕн шухăшлани сисĕнет. Çакă питĕ кăмăллă. Пуринчен ытла мана яшсем пуласлăхне Тăван çĕршыва сыхлас ĕçпе çыхăнтарма ĕмĕтленни савăнтарать. Ун пек патриотсем выпускниксен хушшинче саккăрăн. Вĕсем çар академийĕсемпе учили- щисене вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ. Шкул хыççăн çар службине кайма шутлакан каччăсем _ иккĕн. Кăна та ырламалла кăна. Çар хĕсмечĕ хыççăн пуласлăх, тен, тата та уççăнрах курăнĕ. Епле пулсан та, çĕршыва сыхласси _ кашнин тивĕçĕ, çакна та асрах тытаççĕ вĕсем. Мĕнех, çамрăксем, эпир сире экзаменсенче лайăх баллсем пухса кашнинех вĕренме кĕме ăнăçу сунатпăр! Телейлĕ çул сире, пирĕн шанчăк, пирĕн пуласлăх!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика