20 мая 2016 г.
«Хăçан канатăн-ши, хресчен?» _ тесе çырнăччĕ эпĕ хамăн пĕр статьяра. Çапах та ял çыннин уявсем çук мар. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн авалтан пыракан ырă йăлапа Акатуя пуçтарăнатпăр.Кăçалхи Акатуя июнĕн 11-мĕшĕнче, шăматкун ирттерме йышăннă. Хресченĕн чи илемлĕ уявне Раççейри Кино çулне тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халаллаççĕ. Çак кунсенче районти культура ĕçченĕсем хăйсен анлă семинарĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявне мĕнле лайăхрах тата асра юлмалла илемлĕрех ирттересси пирки сỹтсе явнă. Кашни çулхи пекех, ĕçре мала тухнисене чыслĕç, юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртĕç... «Пурте лайăх, тăвансем, ай, маттур шăмăршăсем!» _ тесе каласси çеç юлать. Анчах та Акатуй çулленех пĕр евĕрлĕ иртни кăмăла кайсах пĕтмест çав. Урăхларах, чаплăрах ирттерес килет Акатуя! Акă, фольклор ушкăнĕсенех илер. Питĕ маттур çынсем, юрри-ташши чуна çĕклет. Пĕр çитменлĕх _ йыш ватăлса пырать. Çамрăксене явăçтарса ĕлĕкхи йăла-йĕркене вĕрентсе хăварасчĕ. «Атя, старик, яра пар!» вырăнне «Атя, Ваççа, яра пар, сар хĕрсене савăнтар!» _ тесе юрласан, Акатуй тата та илемленĕччĕ. Юлашки çулсенче районта ача-пăча фольклорĕ те аталанма пăрахрĕ. Эх, мĕнешкел чаплăччĕ Васанти халăх музейĕ çумĕнчи «Мерчен» ансамбль! Шел, çакна иртнĕ вăхăтпа çеç çырма тивет. Тивĕçлĕ пулăшу пулманнипех «Мерчен» саланса кайрĕ. Темиçе çул каялла ỹкернĕ видеофильма пăхатăп та, куçа куççуль тумламĕ карса илет. «Что имеем _ не храним, потерявши _ плачем», _ теменччĕ-и-ха вырăссем? Ман шутпа, районти кашни шкултах ача- сен фольклор ушкăнне йĕркелемелле, вĕсене Акатуя илсе килмелле. Халăх юрри-ташшине, йăли-йĕркине ача чухнех вĕренсе юлни ỹлĕмрен те манăçмĕ, ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Васанти халăх музейĕн ертỹçи, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников фольклор ушкăнĕ йĕркелес текенсене пулăшма хирĕç пулас çук. Астăватăп-ха, çирĕм-çирĕм пилĕк çул каялла пирĕн районта «Кала, хут купăс!» ятпа вăйçăсен ăмăртăвне йĕркеленĕччĕ. Кашни ялтан килнĕ чăн маттур купăсçăсем _ 40 çын ытла! _ Акатуй халăхне тĕлĕнтернĕччĕ. Купăс калама юратакансем паян та пур-ха, анчах вĕсене никам та Акатуя чĕнмест. Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту _ Шăмăршăра республикипех чапа тухнă арçынсен халăх хорне «çĕр çăтни». Тĕрĕссипе, çĕр çăтман-ха, анчах хор саланса кайни хытă пăшăрхантарать.Пур япалана пĕтерме, тĕп тума çăмăл, çĕнĕрен йĕркелеме вара питĕ нумай тар тăкмалла. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Рябов Шăмăршăра арçынсен хорĕ кирлех тесе шутлать, районăн çĕнĕ пуçлăхĕ çак пархатарлă ĕçе пуçăнсан тем пекехчĕ, тет. Кăçалхи Акатуя арçынсен хорĕсĕрех тата ача-пăча фольклорĕсĕрех ирттерсе ярăпăр ĕнтĕ, çитес çул вара вĕсем чăн чĕрĕлнине курасчĕ! Акатуйра кашни ял тăрăхĕ хăна çурчĕ вырнаçтарать. Çапах та пỹрт çынпа, ача-пăчапа илемлĕ пулнине манас марччĕ. Хăйсен çерем лаптăкĕ çинче вăйă карти йĕркелесен, ачасем чупса- сиксе вăйă вылясан тем тери лайăх пулĕччĕ. Акатуя чаплă ирттерес тĕлĕшпе кашни çын сĕнỹ пама пултарать. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра редакцие те, оргкомитета та пĕлтерме пултаратăр. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ, Акатуя пур енчен те тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илесчĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.