20 мая 2016 г.
НАРКОТИКСЕН хăрушлăхĕ çинчен нумай çырнă тата çынсене ăнлантарса панă. Апла пулин те, статистика наркотиксемпе усă куракансен йышĕ чакманнине çирĕплетет. Наркомани уйрăмах çамрăксем хушшинче сарăлни хăратать. Морфинпа усă куракан наркоман 2-3 уйăхранах çын ĕренкине çухатать пулсан, кокаинпа усă куракансен пурнăçĕ 3-4 çултан татăлать. Наркотике пĕрре тутантăн пулсан, унран хăпма питĕ йывăр. Куллен кун наркомана ытларах та ытларах виçе (доза) кирлĕ. Çын организмĕ хавшать, чи кирлĕ органсем арканаççĕ, чĕрепе пĕвер уйрăмах асап тỹсеççĕ. Наркомансем хушшинче пĕвер циррозĕпе чирлесе вилекенсем питĕ йышлă. Наркомани венери чирĕсене, уйрăмах СПИД чирне сарăлма пулăшакан тĕп «çăлкуç» шутланать. Медицина вăйлă аталаннине пăхмасăр, наркоманирен сиплеме питех те йывăр. Çавăнпа та наркотиклĕ препаратсемпе пачах та усă курмалла мар. Физкультурăпа спорта юратмалла, вăй-хал ĕçĕпе кăмăла çĕклемелле. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем пушă вăхăта мĕнле, ăçта тата кампа ирттернине лайăх пĕлсе тăмалла.
А.МОЛОСТВОВ, Шăмăршăри тĕп больницăри врач- невролог.