20 мая 2016 г.
ÇАК кунсенче Европăри 42 çĕршывра «Музейсен каçĕ» акци иртет. Икĕ пине яхăн музейĕн алăкĕсем куракансене кĕтсе çĕрĕпех уçă тăраççĕ. Васанти краеведени халăх музейĕ те майăн 18-мĕшĕнче районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсене кану мероприятине пуçтарчĕ. Библиотека, клуб, искусство шкулĕн ĕçченĕсем каç пуласса пăхмасăр Васана килсе çитрĕç. Г.Ларшников, халăх музейĕн ертỹçи, хăнасене интереслĕ программăпа кĕтсе илчĕ. Курма килнисем малтанах каçхи музей тăрăх çурта çуттипе пуян экспонатсем вырнаçтарнă стендсене пăхса çаврăнчĕç, чăваш халăхĕ ĕлĕкрех кил-çуртра усă курнă савăт-сапа тата ытти хатĕр-хĕтĕре курса тĕлĕнчĕç. Хамăрăн авалхи пурнăçа тепĕр хут курма пултарчĕç. Каçхи шăплăхра пачах урăхла курăнаççĕ иккен экспонатсем – илĕртỹллĕ те асамлă! Музейрен тухсан çерем çинче ача чухне вылянă вăйăсене аса илчĕç _ килениччен савăнчĕç, çамрăклăха аса илчĕç. Тупмалли юмахсем те, тĕрлĕ конкурссем те пулчĕç. Чи пултаруллисем Дипломсемпе Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çапла асра юлмалла иртрĕ «Музейсен каçĕ» акци пирĕн районта. Юлашкинчен пухăннисем пурте Герман Николаевича интереслĕ кану каçĕ йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç.
Е.ИСМЕТОВА.