24 мая 2016 г.
ХАЛĂХА тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Акă, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Анат Чаткас ялĕнче пурăнакансем çитес çула районта Пĕвепе кỹлĕ çулĕ тесе йышăнма сĕнчĕç. «Пĕвепе кỹлĕсĕр пурăнма çук, _ терĕç ял çыннисем. _ Хур-кăвакал валли те шыв кирлĕ, вут-кăвар тухасран та сыхă тăмалла». Шăрăхра ача-пăчана чăмпăлтатма та, ĕç хыççăн çыран хĕрринче вăлта тытса ларма та пĕве кирлĕ вĕт-ха! Чаткассем çеç мар, ытти ялта пурăнакансем те çăва тухсанах пĕве ыйтăвне çĕклеççĕ. Район центрĕнче те çак ыйту çивĕч тăрать. Темиçе çул каялла пĕвеленĕ пĕвесем татăлса кайнă е юшкăнпа тулнă, юсама е çĕннине тума яланах укçа-тенкĕ тупаймастпăр. Тахçан-тахçан çак пысăк ĕçе халăх вăйĕпе _ килĕрен укçа пуçтарса _ йĕркелени манăçа тухрĕ. Унччен çынсен вăйĕпе тата ултă-çичĕ лашапа пĕве çĕкленĕ пулсан, халĕ ялта темиçе трактор пулсан та шыв çулне пỹлме хал çитерейместпĕр. Яла- нах такам килсе туса парасса кĕтетпĕр. Çак ĕçе чăн малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе депутатсен пуçарса ямалла вĕт-ха. Ниме йĕркелеме май килмесен, килĕрен укçа-тенкĕ пуçтармалла, спонсорсем шырамалла. Пĕр сăмахпа каласан _ тăрăшмалла! Астăватăп-ха: Кивĕ Шăмăршăра пурăнакансем темиçе çул каялла ял çумĕнчи çăлкуçа тасатса пура ячĕç, çывăхрах кану вырăнĕ ăсталарĕç. Халĕ кунти сиплĕ шыва тутанма ял çыннисем çеç мар, Шăмăршăран та пыраççĕ. Станислав Ястребовпа Герман Ларшников пуçарнипе пĕве те пĕвеленĕччĕ. Тимĕр пăрăхне те хăйсем тупнă, техника пирки те калаçса татăлнă. Карапай Шăмăршăра та пĕчĕк пĕвесене халăх тăрăшнипех çĕклерĕç. Паллах, депутатсен хастарлăхне те палăртса хăвармалла. Ватăрах çынсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, ĕлĕкрех районти кашни ялтах пĕве пулнă, тапса тăракан çăлкуçсен шучĕ вара 100 ытлана та çитнĕ. Ăçта кайса кĕчĕç-ха паян çав çăлкуçсем? Ним пытармалли те çук, юлашки 10-15 çул хушшинче тăван çутçанталăка пуянлатасси çине тимлĕх уйăрма пăрахрăмăр. Тасатма-и унта, çырма-çатрана çỹп-çап тăкмалли свалкăна çавăртăмăр вĕт. Хăйсен ялĕнчи ачасем валли, ял кĕтĕвĕ валли пĕчĕк пĕве те тăвайман депутатсем пирки ним калама та пĕлейместĕп. Çуллахи каникул çывхарса çитнĕ май, ачасен канăвне усăллă йĕркелесси пирки те паянах шутламалла. Кашни ачах Шăмăршăри бассейна килсе ишеймĕ, ял пĕви пулсан чухăнтарах çемьесенче пурăнакансем те шыва кĕрсе савăнĕччĕç. Чăнах та, ачасем шыва кĕнĕ чух аслисен çывăхра тăмалла, хăрушă инкек пуласран асăрханмалла. Çу кунĕсенче Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнче _ Шăмăршă районĕн «тинĕсĕнче» _ халăх уйрăмах нумай пулĕ. Çак питех те тарăн вырăнта лайăхах ишме пĕлменнисем те, эрех ĕçсе паттăрланнисем те чăмпăлтатни хăрушлăх кăларса тăратать. Ахальтен мар ĕнтĕ управ администрацийĕ çынсене пĕвери ăшăхрах вырăнта çеç шыва кĕме чĕнсе калать. Ачасене вара хăйсем тĕллĕн шыв управне килме кăçал пачах та чараççĕ. «Сыхланакана Турă та упрать», _ теççĕ вĕт-ха халăхра. «Ял вĕçĕнче, пĕвере, Хур-кăвакал савăнать. Ача-пăча выляса Шыва кĕрет, çăвăнать», _ тесе çырнăччĕ пĕр сăвăç. Тем пекех курас килет çак ỹкерчĕке районти кашни ялтах. Ял илемĕ _ пĕве е кỹлĕ шывĕ лăпкă çилпе хумханнинче те, ватти-вĕтти пулă тытса савăннинче те... Çапла мар-и-ха, тăвансем?
Ив.САЛАНДАЕВ.