Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕГЭ пирки - тĕплĕнрех

24 мая 2016 г.

ЧАСАХ пĕлỹ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрỹ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем (ЕГЭ) кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ март уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Тĕп тапхăр май уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе ЕГЭ тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ.2016 çулта пĕлỹ шайне тĕрĕслекенсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха? Кăçалтан истори, обществознани, географи, информатика предмечĕсемпе ЕГЭ тытакансен те тест ыйтăвĕсене хуравлама тивмĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пăрахăçланă. Пĕлтĕр ку çĕнĕлĕх вырăс чĕлхине тата литературине, математикăна пырса тивнĕ. Кăçал 7 предметпа тест пайне кăларнă. Истори предмечĕпе тест пайне сочинени çырассипе улăштарнă. Пĕлтĕр математика, ют чĕлхе тата обществознани предмечĕ семпе аслă шкула вĕренме кĕмелли баллсене ỹстернĕ. Кăçалхи цифрăсем паллă. ЧР Вĕренỹ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене текех улăштармĕç. Университетпа института вĕренме кĕрекенсен вырăс чĕлхипе вăтамран 36, математикăпа профиль шайĕнче _ 27, историпе _ 32, биологипе _ 36, вырăс литературипе 32 балл пухмалла. Аттестат илес тесен шкултан вĕренсе тухаканăн математикăпа экзамен шайне «виççĕ» паллăлăх тытмалла, вырăс чĕлхипе сахалтан та 24 балл пухмалла. ЕГЭ йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе экзамен ирттерекен пунктсене видеосăнав хатĕрĕ вырнаçтарма тытăнчĕç. Кăçал вăл кашни аудиторире пулĕ. ЕГЭ мĕнлерех пынине, экзамен мĕнле иртнине сăнакан центрсенче онлайн мелпе пăхса тăрĕç. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, экзамене кĕрекенсене ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç. Ăна çумра телефон пуррипе çуккине палăртассишĕн тăваççĕ. РФ Вĕренỹпе ăслăлăх министерстви ЕГЭ ирттермелли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Экзамен пулман аудиторисене пурне те пичет лартсах питĕрĕç, пỹлĕмсенчи стендсемпе плакатсене илĕç. Чăваш Енри вĕренỹ технологийĕн центрĕн директорĕ Г.Арзамасцева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал экзамен иртекен кашни пунктра сканер вырнаçтарĕç. Унăн витĕр пĕтĕм материала кăларĕç. Унччен экзамен хуравĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухса нумай вăхăт иртнĕ пулсан, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕнипе ку ĕç чылай çăмăлланать. Çĕнĕлĕх экзамена пĕтĕмлетес ĕçе те хăвăртлатать. Кăçалтан ЕГЭ пунктĕнче тухтăр та пулĕ. Енчен те пĕр-пĕр çамрăк экзамен вăхăтĕнче аптăраса ỹксен ăна тỹрех шурă халатлисем патне илсе кайĕç, экзамен тытайманни пирки акт çырса çирĕплетĕç. Çавăн пекех ЕГЭне тьютерсене те кĕме ирĕк панă. Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, ЕГЭ хуравĕсене тата экзамен пунктĕнче ỹкернĕ видеофайлсене тепĕр çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕччен упрĕç. Математикăпа ЕГЭ база е профиль шайĕнче кирлине шута илсе тĕрлĕ кунра иртет. Кунашкал çĕнĕлĕх хальлĕхе вырăс чĕлхине пырса тивмест. Пĕрремĕшĕнчен, вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Иккĕмĕшĕнчен, ку предметпа вăтам балăн икĕ чиккине çирĕплетнĕ. 2020 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсем ют чĕлхепе экзамен тытĕç, тепĕр икĕ çултан 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен те ку енĕпе пĕлỹ шайне тĕрĕслеме тивĕ. Историе тĕп предметсен йышне кĕртесси пирки хальлĕхе татăлман-ха. ЕГЭне компьютерпа тыттарас йĕркене пурнăçа кĕртесси пирки те нумай калаçаççĕ. Пĕлтĕр çамрăксене информатикăпа экзамен тыттармалли йĕркене хатĕрленĕ, анчах ăна штат режимне кĕртес тесен мĕн пур техникăпа методика уйрăмлăхне шута илмелле, кашни регионти лару-тăрăва тĕплĕн тишкермелле. Çавăнпа ку çĕнĕлĕх тепĕр 3-4 çултан çеç пурнăçа кĕрейĕ. ЕГЭпе çыхăннă ытти хыпарпа Рособрнадзорăн официаллă сайтĕнче тата ЕГЭ порталĕнче паллашма пултаратăр.

Л.ПЕТРОВА. («Çамрăксен хаçачĕ»)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика