27 мая 2016 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсем, 9,4 пин гектар çурхи тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем акса, ака планне 100 процент пурнăçланă. Пурĕ 151 гектар çĕрулми лартнă, 400 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕпе 360 гектар хĕвелçаврăнăш акнă. Пахчаçимĕç 15 гектар йышăнать. Выльăх апачлĕх культурăсем 465 гектар, çав шутра силослăх куккурус 150 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксем 250 гектар, нумай çул ỹсекен курăксем 65 гектар акнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çумкурăксемпе хими пулăшнипе кĕрешеççĕ. Çак ĕçе 700 гектар ытла лаптăк çинче пурнăçланă ĕнтĕ.