Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта канăн, ял ачи?

27 мая 2016 г.

ИЮНĔН 1-мĕшĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 7 шкулта та кану лагерĕсем уçăлаççĕ, вĕсенче кăнтăрлахи вăхăтра 223 ача сывлăха тĕреклетĕ. Июнĕн 1-5-мĕшĕсенче çавăн пекех 121 ача валли палаткăллă лагерь те йĕркелеме палăртнă. Аслăрах ỹсĕмри 100 ытла ача çу кунĕсенче ĕç бригадинче вăй хума кăмăл тунă. Ку тĕлĕшпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ йĕркелеççĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсенче канма 59 путевка туяннă (çав шутра 40 путевка _ йывăртарах условисенче пурăнакан çемьесенчи ачасем валли). Каникул кунĕсенче Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕ «Вăрманлă тăрăхра» ятпа туризм проектне пурнăçлать. Çак проектпа килĕшỹллĕн, районти 600-700 вĕренекен çу кунĕсенче тăван тăрăхра тата хамăр республикăри хуласенче çулçỹревре пулĕ. Çавăн пекех «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ те «Похода кайсан _ хаваслă» ятпа экологи сукмакĕсем тăрăх çулçỹреве чĕнет. Наци паркĕнче волонтерсем валли "Таса сукмак" тата "Шур чечек уявĕ" акцисем те йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе 1410 ытла ача çутçанталăкпа туслашĕ. Сывлăх лагерĕсем ачасене йышăнма хатĕр. Çакна район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе тата аслă вожатăйсемпе ирттернĕ канашлура та палăртнă.

В.КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика