Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăлтурат евĕр илĕртỹллĕ садик

31 мая 2016 г.

Утмăлтурат евĕр илĕртỹллĕ садик

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ «Василек» ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа _ 35 çул! 1981 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă вăл. Çак кун ачасене учрежденин пĕрремĕш заведующийĕ Л.Карпова кĕтсе илнĕ. 90 ача йышăнмалли садикĕн 3 группи те ача-пăча сассипе тулнă, кашни ушкăнра – 30 ытла пепке пулнă.Ача садне тĕрлĕ çулсенче çак руководительсем ертсе пынă: Н.Л.Дмитриева, В.А.Бородова, А.П.Громова, Р.А.Лукьянова, Р.П.Козлова. Эпĕ çак тивĕçе 2005 çулта пуçăнтăм. Халĕ те 3 ушкăнпа ĕçлетпĕр, ача йышĕ малтанхи çулсемпе танлаштарсан икĕ хут чакнă пулсан та. Паянхи кун тĕлне 52 ача çỹрет пирĕн пата. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе 5 педагог ырми-канми тăрăшать. Пурĕ коллективра 16 çын вăй хурать _ тирпей-илем, тасалăх тытса тăракансем, садик çуртне ăшăтакансем, тутлă апат пĕçерекенсем... Садикре пысăк опытлă воспитательсем вăй хураççĕ. Ахальтен мар кунта час-часах район шайĕнчи методика пĕрлешĕвĕ канашлу ирттерет. Кăçал та Н.Гаврилова, Р.Козлова, И.Прохорова воспитательсем районти ĕçтешĕсем валли уçă занятисем кăтартрĕç. Районти «2016 çулхи чи лайăх воспитатель» професси конкурсĕ те пирĕн садикрех иртрĕ. Çакă ахальтен мар пуль тетпĕр _ ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пур услови те çителĕклĕ пирĕн. Хамăрăн воспитательсем те конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ. Пирĕн тĕллев: шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси. Хальхи вăхăтра «Василек» садик коллективĕ «Ачалăх» программăпа ĕçлет. Эпир, педагогсем, çак программăпа килĕшỹллĕн ачасен тавра-курăмне ỹстерессишĕн интереслĕ занятисем ирттеретпĕр, уявсем, куравсем, экскурсисем йĕркелетпĕр. Садик çултан çул çĕнелсех пырать. Халĕ кашни группăрах _ ăшă шыв, канализаци. Чỹречесене, алăксене улăштартăмăр. Садик йĕри-таврашĕнчи картана юсарăмăр. Çĕнĕ сĕтел-пукан, мольбертсем, теттесем туянтăмăр. Ачасен урамра уçăлса çỹремелли участокĕсене пуянлатсах тăратпăр. Компьютер технологийĕпе анлăрах усă курма ноутбук, проектор илме те пултартăмăр. Пирĕн ĕçре ача ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир вĕсене час-часах пухусене чĕнетпĕр, вĕсем валли уçă занятисем ирттеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕ те пире пулăшсах тăрать. Уйрăмах К.Столярова, В.Петькова, И.Сергеева, Е.Федорова, А.Полякова тав сăмахне тивĕçлĕ. Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн коллектив питĕ туслă. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр. Нумай çул тăрăшса вăй хуракан ĕçченсене асăнса хăварасшăн: Н.Гавриловапа Р.Козлова воспитательсем, Е.Иванова, Н.Московская воспитателе пулăшакансем, С.Андреева повар, Л.Григорьева завхоз, И.Кудряшова хуралçă, А.Григорьевпа А.Кудряшов операторсем. Пирĕн 35 çулхи юбилее июнĕн 1-мĕшĕнче çитсе курма чĕнетпĕр! Уяв ирхине 10 сехетре пуçланать.

Н.ПЕТРОВА, «Василек» ача сачĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика