31 мая 2016 г.
МАЙĂН 22-мĕшĕнче çĕршывра, çав шутра хамăр районта та, «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Унăн кăтартăвĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйлама кандидатсен списокне йĕркелĕç. Аса илтеретпĕр: тĕп суйлав 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче пулать. Пирĕн корреспондент «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕпе Валерий Фадеевпа тĕл пулса калаçнă, унран малтанхи сасăлав мĕнле иртни пирки ыйтнă. Хастар хутшăннăшăн _ тав сăмахĕ _ Çакна палăртсах калатăп: манăн тăван Шăмăршă районĕ яланах пурнăçри активлă позиципе уйрăлса тăнă, эпир кашни суйлаврах чи тивĕçлисене суйласа республикăра та ырă ята тивĕçнĕ, _ тенĕ Валерий Петрович. _ «Единая Россия» парти ирттернĕ малтанхи сасăлава та район халăхĕ хастар хутшăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, шутлав участокĕсене ирпе 8 сехетченех хальхи пек йышлă çын килнине эпĕ тахçантанпах курман. Çакă районти суйлавçăсем «Единая Россия» партипе унăн кандидачĕсене çирĕп шаннине тепĕр хут яр-уççăн çирĕплетет. _ Шанма сăлтавĕ те пур, паллах. «Единая Россия» парти проекчĕсем пурте халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă вĕт-ха. «Сывлăхлă наци», «Сывă пурнăç йĕркишĕн», «Патриотла воспитани», «Пурнăç шкулĕ», «Çемье политики» тата ытти проектсем пурнăçа кĕнине курса-пĕлсе тăратпăр. _ Çапла, парти проекчĕсем пурте халăхшăн ĕçлеççĕ. Кунта тата çакна та каламалла: «Единая Россия» партин питĕ пысăк тĕллевĕ _ регионсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшасси. Парти регионсенчи лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăрать, экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр ялхуçалăхне аталантарма кăçал пĕлтĕрхинчен чылай ытларах укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ача сачĕсемпе шкулсем, пурăнмалли çурт-йĕр тума тата çул сарма укçа-тенкĕ нумайрах уйăрни _ Чăваш Республикишĕн пысăк çăмăллăх. Хаçатра вырăн панипе усă курса, Шăмăршă районĕнчи суйлавçăсене «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавне пысăк хастарлăхпа тата чĕререн ăнланса хутшăннăшăн чунтан тав тăватăп, çак хастарлăха сентябрĕн 18-мĕшĕнче тепĕр хут кăтартса парасса çирĕп шанатăп. Эпир – пĕрлĕхпе вăйлă, эпир _ ултавпа чăнлăха уйăрма пĕлекен, Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн чĕререн тăрăшакан çынсем. Тавах сире, çуралнă районăн ĕçчен те маттур çыннисем!
С.ИВАНОВ калаçнă.