Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаляпа Хĕветĕр - пите ан хĕретĕр!

31 мая 2016 г.

ĔÇЛЕМЕСЕН никама та укçа памаççĕ. Çак чăнлăха пурте пĕлетпĕр. Çынсен пысăк пайĕ килти хуçалăха аталантарать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш курасшăн тăрăшать. Рай- онта килти хуçалăхра 2-5 пуç ĕне тытакансем икçĕр çемье ытла. Теприсем сысна ами- сене çăвăрлаттарса укçа-тенкĕ тăваççĕ. Виççĕмĕшсем хур- кăвакал ĕрчетеççĕ, вĕлле хурчĕ усраса тупăш илекенсем те сахал мар. Пахчаçимĕç çитĕнтерсе те укçасăр лармаççĕ. Вăйпитти арçынсемпе хĕрарăмсем Мускава е ытти хулана ĕçлеме çỹренине те хурламалла мар. Укçа-тенкĕ çăмăллăн килмест пулин те, чунтан тăрăшакансем çурт-йĕр çавăрма та, çăмăл автомашина туянма та вăй çитереççĕ. Çав вăхăтрах халăхăн пĕр пайĕ ни выльăх усрасшăн мар, ни ĕç шырама ỹркенет. Çак йышри Михалясемпе Хĕветĕрсем çынран кивçен ыйтса çỹренине (каялла тавăрса парасси çук ĕнтĕ, ăçтан парайччăр!) Шăмăршăра та, ытти ялта та курма пулать. «Ĕç çук, тем пекех вырнаçăттăм», _ тет Михали. «Сахал тỹлеççĕ те, пăрахса кайрăм», _ хушса хурать Хĕветĕрĕ. Тĕрĕссипе, малтанхи ĕç укçине илнĕ хыççăн ура утми пуличчен ĕçсе лартнă иккен вĕсем, тепĕр кун та урăлайман. Ун пек çынсене мĕнле хуçа килĕштертĕр? Мĕн усси вĕсенчен? Ỹсĕрпе пĕр-пĕр инкек тăвиччен е ĕç хатĕрĕсене çĕмĕрсе-ватса пăрахиччен Михалясемпе Хĕветĕрсенчен хăвăртрах хăтăлма тăрăшаççĕ. Пĕр юлташăм каласа пани асрах. Пĕррехинче вăл Михаляпа Хĕветĕр йышшисене бетон хатĕрлесе никĕс яма чĕннĕ иккен. «Мăкăрич ларт!» _ ыйтнă лешсем ĕçе пуçăниччен. Пĕр литр эрехе пушатнă хыççăн тата тилмĕрнĕ. Ним тума та çук, ĕçтермех тивнĕ. «Тепĕр кун кăнтăрла тĕлнелле çитрĕç те сулланкаласа, каллех ĕçтерме ыйтрĕç, _ терĕ юлташăм. _ Тарăхса çитнипе тапкă-çупкă «çитерсех» хăваласа ятăм. Пĕр валашка раствор тумасăрах икĕ литра яхăн эрех ĕçтертĕм вĕт. Хам ухмах, Михалясемпе Хĕветĕрсене нихăçан та шанма юрамасть. Вĕсемшĕн ĕç мар, ĕçкĕ хаклă». Ĕç-пуç çакăнпа кăна та вĕçленмен иккен. Михаляпа Хĕветĕр арăмĕсем ман юлташ патне пынă та упăшкисене хĕненĕшĕн суда парассипе хăратнă. Аранах çирĕм пин тенкĕ укçа парсан çырлахнă. Вăт тамаша-тăк тамаша! Ĕçкĕçсене Мускавра та йышăнмаççĕ, пĕр хут эрех тутаннине асăрхасанах килĕсене хăваласа яраççĕ. Вĕсен пеккисен айăпĕпе сахал инкек пулнă-и стройкăра? Аманаççĕ çеç мар, вилме те пултараççĕ. Кайран пуçлăхсен явап тытма тивет. Ниçта та ĕçлемесĕр пурăнакан, ĕçлессишĕн хыпса çунман çынсем кашни ялтах пур. Пурнăçа, влаçсене ỹпкелеççĕ, лайăх пурăнакансене ылханаççĕ. Чирлĕ пулсан татахчĕ, тытсан тимĕр авма пултаракан арçынсем ĕçлесшĕн мар вĕт. Ăçтан пурнăç малалла кайтăр-ха ĕнтĕ, енчен те çуракине хутшăнма та çын тупаймастпăр пулсан? Районта механизаторсем, тĕрлĕ ĕç тăвакан рабочисем çитмеççĕ. Строительсем валли те ĕç пур. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ытти хăшпĕр профессипе те ĕç тупса параççĕ. Ырă тĕслĕх вырăнне Карапай Шăмăршăпа Кивĕ Чукал ялĕсене илсе кăтартас килет. Вĕсем вăрман ĕçĕпе укçа-тенкĕ тăваççĕ, çутçанталăк ырлăхĕпе туллин усă кураççĕ. Вутă-шанкă сутса та, утă хатĕрлесе те, милĕк хуçса та, кăмпа-çырла пуçтарса та укçа тупăштараççĕ. Ватти-вĕтти çу хутах тăрăшать, хĕрỹ тап- хăрта ĕçлемесĕр ларакан çынна ялĕпе те тупаймастăн. Паллах, ытти ялта та ĕçчен çынсем сахал мар. Вĕсем патшалăх пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, хăйсен ĕçне йĕркелесе пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. «Михаляпа Хĕветĕр _ район халăхĕн питне ан хĕретĕр!» _ çапла калас килет кахал çынсене. Ĕçлемесĕр никама та укçа памаççĕ. Ĕçлес текен çын вара ĕç тупатех.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика