04 июня 2016 г.

ИЮНĔН 1-мĕшĕ - Ачасене хỹтĕлемелли кун. Ăна пĕтĕм тĕнчипех 1950 çултанпа паллă тăваççĕ. Çак кун пире ачасен прависене хỹтĕлемелли çинчен аса илтерет. Уяв Культура Керменĕ умĕнче иртрĕ. Хĕвелĕ те, ачасене каникулăн пĕрремĕш кунĕпе саламласа-ши, кăн-кăвак тỹ перен хĕрỹ шевлисене çĕр çине киленсех сапаларĕ. Тĕрлĕ çулхи ача-пăча ир-ирех район администрацийĕ умĕнчи лапама уяв концерчĕ курма пуçтарăннă. Концерта Шăмăршăри «Аленушка» ача садне çỹрекенсем уçрĕç. Пĕчĕк артистсем «Детские малолетки» юрăпа тата «Чунга-чанга» ташăпа куракансен кăмăлне çĕклерĕç (илемлĕх ертỹçи Л.Ермолаева). «Ромашка» ача сачĕ «Детский сад, не грусти» юрă, асамлă та хĕрỹ хĕвелтухăç ташши парнелерĕ (ертỹçи О.Бибукова). Çак садикри Д.Убасева шăрантарнă «Ромашка» юрă та пурне те тыткăнларĕ. «Сказка» ача садне çỹрекенсем те хăйсене артистсем пекех тыткаларĕç: питĕ ăста юрларĕç, ташларĕç (художество руководителĕ Т.Яковлева). Уйрăмах вĕсен «Злую тучку наказали» ташă композицийĕпурин кăмăлне те кайрĕ. Шкул çулне çитмен Виктория Краснова юрлама хăйĕн амăшĕпе сцена çине тухсан куракансем тăвăллăн алă çупма тытăнчĕç. Илемлĕ саслă çемье дуэчĕ куракансен чĕринче ырă туйăмсем вăратрĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç концерта. Ю.Михайлова, В.Хафизова çамрăк артистсем яланхи пекех хавас юрăсемпе, 3-в класра вĕренекенсем хỹхĕм ташăпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех «Антонина», «Фламинго» ташă ушкăнĕсем те уяв программине илемлетсе тăчĕç, пуянлатрĕç. Çитĕннисем те ачасене юрăсем парнелерĕç _ концерта пысăк ăсталăхпа ертсе пыракансем _ С.Кудряшов тата С.Тихонова _ «Старый рояль», «Детство» юрăсем шăрантарчĕç. Чаплă уява флэшмоб вĕçлерĕ – «Ромашка» сачĕн воспитанникĕсен «Тюря-тюря» шỹтлĕ юррипе ташă ушкăнĕсене çỹрекенсем те, куракансем те киленсех ташларĕç. Юлашкинчен çакна палăртма кăмăллă: уяв программине анлă та тĕрлĕ енлĕ хатĕрленĕ. Юрă-ташăсăр пуçне, ỹкерме юратакансем асфальт çинче ỹкерчĕксем туса ăмăртрĕç, спорта кăмăллакансем _ тĕрлĕ вăйăсенче тупăшрĕç. Библиотекăсенче куравсем, Культура çурчĕсенче _ кану каçĕсем йĕркеленĕ. Ачасем – пирĕн пуласлăх, аслисен çакна яланах асра тытмалла. Г.ИВАНОВА.