04 июня 2016 г.
ХУТЬ те хăш яла пырсан та эпĕ чи малтан урам тирпейлĕхĕ çине пăхатăп. Çурчĕсем, чăн та, кермен пек илемлĕ, пахча карти те эрешлĕ. Анчах урамра çỹп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăх йăваланса выртнине куратăн та, çĕкленỹллĕ кăмăл тăруках хуçăлать. «Мĕн, çак ялта шăпăр çук-ши е хăйсем тирпейсĕр пурăннине асăрхама та пăрахнă-ши?» _ шухăшлатăн вара, йăл та йăл кулса тăракан хуçасене ним калама аптăраса. Чăнах та, ял хула мар, урамра тирпей-илем тăвакан ятарлă организаци те çук. Çапах та: «Пире апла та юрать, çапла та сартламасть», _ тесе пурăнас марччĕ. Тирпейлĕ пуласси ялта пурăнакан кашни çын тăрăшуллăхĕнчен килмест-и-ха? Хамăр çурт умĕнче, урамра таса мар пулсан çак яла илемлĕ теме пулать-и? «Ял-ял витĕр тухрăмăр, çỹп-çап витĕр утрăмăр», _ тесе çырнăччĕ эпĕ хамăн пĕр статьяра. Виçĕ çул каялла çаплаччĕ, халĕ апла мар тесен, тем пек савăннă пулăттăм. Çук вĕт, çỹп-çап пĕтмен, çурт умĕнче вут-шанкăпа ытти ăпăр-тапăр та çаплах выртаççĕ. Хăть Палтиелне кай, хăть Чукал тăрăхне çит _ мухтама тивĕç пĕр урам та тĕл пулаймастăн. «Тирпейсĕр ĕне пĕтĕм кĕтĕве варалать», _ тенĕ пек, ял сăн-сăпатне пăсакан тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Пĕр вĕрентекен каласа пани асран тухмасть. Шкул ачисене ял çумĕнчи çырма-çатра хĕррине экскурсие илсе пынă вăл. Çăлкуçран çырма пуçланнине, шывра тĕрлĕ чĕрчун ĕрченине кăтартасшăн пулнă. «Çырмана ялти мĕнпур çỹп-çапа _ кивĕ диванпа çĕмрĕк телевизор таранах _ пăрахса тултарнине куртăм та, ачасене хăвăртрах çак вырăнтан илсе кайрăм, _ терĕ вĕрентекен. _ Ырри вырăнне япăххи вăй илчĕ халĕ ялта, çутçанталăка мăшкăл турăмăр. Çитĕннисенчен ачасем вĕренсе юласран чун хăрать: паян çырмана, çул хĕррине, вăрман тăрăхне тĕрлĕ тасамарлăх тăкакансем пурте хăçан-тăр шкула çỹренĕ вĕт. Эпир вĕсене шкулта тăван тавралăха упрама вĕрентнине çутçанталăка тĕп тума хушни тесе йышăнчĕç-ши?» Ăнланатăп эпĕ хисеплĕ учителе, унăн сăмахĕпе килĕшетĕп. Шкулта илнĕ пĕлỹсĕр пуçне, çыннăн хăйĕн ăнланулăхĕпе совеçĕ те кирлĕ. «Çын çутçанталăка хисеплеме пăрахсан унăн чунĕ те вилет», _ тенĕ вырăссен паллă писателĕ Валентин Распутин. Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов вара чунне ыраттарса çапла çырнă: «Шăнкăртатса юхса выртакан çырмана пĕр лав çỹп-çап тăкакан çыннăн мăнукĕ хăçан та пулин пĕвере алли-урине кĕленче ванчăкĕпе кастармĕ-ши? Çав таса юн шыва хĕретесси пирки паян пĕрре те шутламастпăр вĕт-ха, ыран вара кая юлăпăр». Çăва тухсан тирпей-илем ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тухса тăрать. Атьăр-ха, тăван район çыннисем, алла шăпăр тытса пур çĕрте те тасалăхшăн тăрăшар, хамăр çинчен çеç мар, мăнуксем мĕнле пурăнасси пирки те паянах шутлар.
Ив.САЛАНДАЕВ.