04 июня 2016 г.
ИЮНĔН 2-мĕшĕнче Шупашкарта Наци библиотекинче «Вырăнти пресса: ỹсĕм пăнчисем» ятпа семинар-практикум иртрĕ. Ăна республикăри районсенче хаçатра ĕçлекенсем валли «Журналистика и медиарынок» журналăн тĕп редакторĕ, Раççей Журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ Владимир Касютин ирттерчĕ. Семинар хаçат кăларакансемшĕн питĕ интереслĕ те усăллă пулчĕ. Хальхи журналистика еплерех аталанать-ха? Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ ăна? Çак ыйтусем пурне те кăсăклантараççĕ. Мероприятие Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Ю.Стройкова уçрĕ, районти хаçат тĕп редакторĕсемпе специалисчĕсене ырлăх-сывлăх сунчĕ. В.Касютин семинара пресса ĕçченĕсемпе ирĕклĕ диалогпа калаçнинчен пуçларĕ. Вырăнти хаçатра ĕçлекенсем ăна чылай ыйту пачĕç. Тĕрлĕ ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ çĕршывĕпех паллă медиаэксперт: статьясем çĕнĕлле çырасси, хаçата илĕртỹллĕ кăларасси, штатра тăман корреспондентсене явăçтарасси тата ытти те. Дизайн мелĕпе хаçат страницисене хăйне евĕр илемлетесси те, паллах, пурне те кăсăклантарать. Хальхи вăхăтра хаçатра ĕçлекенсен, чăн та, проблемăсем сахал мар. Паянхи кун чи çивĕччисенчен пĕри _ вулакансен йышне ỹстересси. Ку енĕпе те нумай сĕнỹ пачĕ сумлă журнал редакторĕ. Вăл хăй те тахçан район хаçатĕнче корреспондент пулса ĕçленĕ, çавăнпа пур ыйту та уншăн çывăх. Семинар вĕçленсен В.Касютин ăсчах республикăра тата районсенче тухса тăракан хаçатсене кĕскен тишкерсе тухрĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, хаçат ĕçченĕсене ĕçре çитĕнỹ сунчĕ.
А.ЛАРШНИКОВА.