07 июня 2016 г.
ÇАК проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кунта икĕ çул çурă тăрăшнă, ĕçсем темиçе тапхăртан тăнă. Малтанласа ребрендинг ирттернĕ. Ĕçсем, тỹрех каламалла, «Заповедники» Экоцентрпа килĕшỹллĕн пулса пынă. Каярахпа ку тĕлĕшпе Раççей Президенчĕ çумĕнчи Геральдина канашĕ тата Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк министерствин Патшалăх департаменчĕпе килĕшỹ тунă. Асăннă проекта пурнăçа кĕртес ĕçе Раççей дизайнерĕсен пĕрлĕхĕн членĕ А.Тихомиров пысăк тỹпе хывнине палăртса хăвармалла.Çĕнетнĕ Визит-центр экологи тĕлĕшĕнчен паллă кун _ Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхлакан кунра уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Визит-центра уçма Чăваш Республикин Культура министерствин туризм пайĕн специалисчĕ С.Григорьева, Наци музейĕн ученăй секретарĕ Т.Давыдова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, «Присурский» заповедник тата массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă. Пухăннисене «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕ Ю.Татарских саламланă. Вăл асăннă центра уçни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртнă. Кунта парк ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса хăвармасăр та иртме çук. Çакă халăха экологи пĕлĕвĕ парас ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Визит-центр пысăк та çутă пỹ- лĕмсенче вырнаçнă. Вĕсенче _ çулталăк тапхăрĕпе çыхăннă тĕрлĕ рен диорамăсем. Вĕсем пирки пĕр сăмахпа калаймăн _ кашниех хăй куçĕпе курни кирлĕ. Кунтах курав залĕ те пур. Уяври асра юлмалли тепĕр пулăм – Чулхула облаçĕнчен килнĕ хăнан «Чăваш вăрманĕ» наци паркне халалланă «Природы очарованье» юрăпа паллашни. Ăна Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕн талантлă преподавателĕ Т.Яковлева юрласа кăтартнă.
С.ЛАРИОНОВА.