10 июня 2016 г.
ПОЛИЦИН районти уйрăмĕ профилактика тĕлĕшĕнчен сахал мар ĕç туса ирттерет. Çак шута право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарасси те кĕрет. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлесси те тĕп тимлĕхре. Вĕсен прависене хỹтĕлесси те _ пирĕн тивĕç. Çул çитмен çамрăксем право йĕркисене пăснă тата преступлени тунă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе полици уйрăмĕ ятарлă законсене тĕпе хурса ĕçлет. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсене илес пулсан район территорийĕнче çул çитмен пĕр çамрăк преступлени тунине тупса палăртнă. Кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи С., А.па тата С.па каварлашса, «Шумер 4» лавккана саккунсăр майпа кĕнĕ, халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккан çăрине ватса унтан 51 000 тенкĕ укçа вăрланă, пĕрлех эрех илсе тухма та «манман». Калас пулать: халĕ районта çул çитмен 3350 çамрăк шутланать. Вĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тивет. Мĕншĕн тесен, кашни çамрăкăн хăйĕн характерĕ. Вĕсен хушшинче çемьери лару-тăру çăмăл маррисем те тĕл пулаççĕ. Теприсем вара аслăраххисем пусахланинчен иртеймеççĕ. Кун пек чухне преступлени тăвас çул çине тăрасси те инçех мар. Ачасемшĕн чи малтанах вĕсен ашшĕ-амăшĕ яваплă. Тепĕр чух воспитани ĕçĕнче аслисен ответлăха туйманни те сисĕ нет. Кăçал кăна, йĕркене пăхăнманни пирки, административлă 18 ĕç пуçарма тивнĕ. Кунта, паллах, кашнинех ятран асăнса пĕтереймĕн _ кашни ялта тенĕ пекех пур çакнашкал тĕслĕ хсем, хăшпĕр çĕрте _ темиçешер те. Право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене эпир асăрхасах тăратпăр: пĕчĕк кăна тĕслĕх пысăк инкек патне илсе ан çитертĕр. Вĕсен тĕслĕхĕ ытти çамрăксене тỹнтерле витĕм кỹме пултарассине те манас марччĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта çул çитмен пилĕк çамрăка профилактика учетне тăратма тивнĕ. Çапкаланса çỹрекен килсĕр çамăксем вара çук. Тĕрĕссипе, вĕсем пулмалла та мар. Çул çитмен çамрăксем право йĕркине пăснине хирĕç кĕрешсе районта февралĕн 10-20-мĕшĕсенче «Условник», февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 24-мĕшĕччен «Полици. Ачасем» оперативлă профилактика мероприятийĕсене ирттернĕ. Вĕсене ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Мероприятисем вăхăтĕнче ятарлă рейдсем те йĕркеленĕ.
Н.МАЗЯКОВА, полицин районти уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ.