Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ

17 июня 2016 г.

ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ «Единая Россия» политика партийĕн малтанхи сасăлавĕн Чăваш Енри лидерĕсем _ çитес суйлаври РФ Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕсем Николай Малов, Алена Аршинова, Леонид Черкесов Шупашкарта журналистсемпе тĕл пулнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тĕлпулăва уçнă май РФ Патшалăх Думин кандидачĕсен суйлав умĕн пурнăçламалли ĕçĕсемпе паллаштарнă. _ Финанс лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхне шута илсе хыснари укçапа питĕ тухăçлă усă курмалла. Паян йĕркеленекен программа проектне старт паратпăр. Çурт картишĕсенче, ял тăрăхĕсенче çынсемпе куллен тĕл пулса чунне ыраттаракан çивĕч ыйтăвĕсене пĕлмелле пирĕн. Кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тĕплĕн шута илнĕ хыççăн суйлав программи хатĕрлĕпĕр, _ тенĕ Николай Владимирович. РФ Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова «Единая Россия» парти политика вăйĕ пулнине, унта тăракан кашни çын сăмахĕ ĕçпе çирĕпленмеллине аса илтерчĕ. 2010- 2011 çулсенче «Ачасене _ ача сачĕсем» проект ĕçленĕ. Ăна туллин пурнăçлама май килнĕ. Халĕ шкулсене юсас тата çĕнĕрен тăвас тĕллев лартнă. Ачасене иккĕмĕш сменăра вĕрентес ĕç йĕркине пĕтермелле, çулсем тумалла, çамрăксене ĕçе вырнаçтармалла... – татса паман çивĕч ыйту темĕн чухлех. _ Тĕрĕсех, _ килĕшнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. _ Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра та, ялсене аслă пĕлỹллĕ тухтăрсемпе тивĕçтерес ĕçре те йывăрлăхсем тупăнсах тăраççĕ. Хулапа пĕрлех ял нушине лайăх пĕлмелле пирĕн. Халăх сассине итлемелле. Вара пурнăçланакан программа йышăнăпăр. Алена Игоревна шухăшĕпе _ унчченхисене те манмалла мар. Шкул автобусĕсене илер-ха акă. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсем кивелеççĕ. Çĕнĕрен туянма май шырамалла. Çуртсене тĕпрен юсасси çинчен те сăмах хускалнă. Тирпейлĕ укçа хывакансен çурчĕсене маларах юсамалла. Кун пирки калаçу пулма та пултараймасть. Суйлавçăсем пулас депутатсене сĕнỹ-канаш параççĕ, ытларах – сăмах вĕççĕн. Çырса пĕлтерме вăхăт çук имĕш. _ Çыру çухалмасть, унта мĕн çырнине шута илеççĕ. Сăмахпа калани манăçма пултарать, _ тенĕ тĕлпулăва йĕркелекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика