17 июня 2016 г.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленсе тухнă «Каллех _ çỹп-çап, каллех _ пĕве...» статьяна тĕрĕс те вырăнлă тесе шутлатăп. Чăнах та, тивĕçлĕ тимлĕх пулманнипе, юлашки вăхăтра Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çумĕнчи пĕве хĕррине çỹп-çап тăкса тултарнă. Хаçатра çырнă хыççăн пĕве хĕррине çỹп-çапран тасатрăмăр, халĕ кунта таса та тирпейлĕ. Паллах, тĕрлĕ тасамарлăха аякран килнисем мар, ял çыннисемех тăкаççĕ. Çутçанталăка сиен кỹрекенсене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Халăхран та пулăшу кĕтетпĕр: енчен те кам та пулин тавралăха вараланине асăрхасан, çийĕн- чех ял тăрăхĕн администрацине пĕлтерĕр. Йĕркене пăсакана пысăк штраф кĕтет. Çỹп-çап пирки сăмах хускалчĕ пулсан, çакна та калас килет. Малашне ял урамĕсенчи контейнерсене пуçтарса илме палăртрăмăр. Çỹп-çапа михĕсем çине тултарса килти хуçалăхра упрамалла, эрнере пĕрре ятарлă транспортпа свалкăна леçетпĕр. Чăнах та, çỹп-çап турттарнăшăн тỹлеме тивет. Мĕн чухлĕ тỹлемеллине тата хăш кун турттармаллине ял халăхĕпе пĕрле татса парăпăр. Васан ял тăрăхĕнчи ялсенче контейнерсем çук, çỹп-çапа михĕсем çине пуçтараççĕ. Контейнерсене илнĕ хыççăн урамсенче те тирпейлĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕнче те çапла пултăрччĕ. Çỹп-çап турттарнăшăн укçа тỹлеменнисен çакăн пирки шутласа пăхмалла: тасамарлăха урама е çырмана тăкнăшăн пысăк штраф тỹлемелле е халăхпа пĕрле тирпейлĕхшĕн тăрăшмалла? Ял пĕви пирки _ темиçе сăмах. Пĕлтĕр пĕвене юсама халăхран 10 пин тенкĕ укçа пуçтарнăччĕ. Шел те, тĕпрен юсаманнипе пĕвере шыв тытăнса юлмарнĕ. Кăçал ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕвене тепĕр хут юсаттарчĕ. Шывĕ нумай пулмасан та, выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал валли пуçтарăнать. Паллах, çак çивĕч ыйтăва пĕвене тĕпрен юсамасăр татса пама çук. Çакна шута илсе, район администрацийĕ пĕве валли проектпа смета документацине туса хатĕрлеме заказ панă, çак ĕçе пурнăçлама бюджетран 300 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Документсем хатĕр пулсан, строительство валли те укçа-тенкĕ уйăрĕç. Пĕве ыйтăвĕ çитес çул ăнăçлă татăлĕ тесе шутлатпăр. Ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çынна тирпейлĕхшĕн тăрăшма, çу кунĕсенче вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калатăп.
Н.ДМИТРИЕВ, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.