Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Виçĕ чăх та, пĕр автан…»

17 июня 2016 г.

«Ачам , ырлăх-пурлăха ĕçлесе тумалла, _ тетчĕ ман атте. _ Ялта пурăнса ĕне те усраман çынна ĕçчен тесе калама çук. Ĕнен пăрăвĕ пулать, ăна сутса укçа тăватăн. Сысна çурисем те сĕтпе лайăх ỹсеççĕ. Каллех – укçа. Ĕнен тислĕкĕ те çĕре çемçетет. Тислĕк тăкмасан, çĕрулми те, ытти пахчаçимĕç те тухăçлă çитĕнмест. Çакна ан ман, ачам: картиш выльăхпа кăна илемлĕ». Аслă ăру çыннисем выльăх-чĕрлĕхе хисеплени _ пурнăç чăнлăхĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи выçлăх çулĕсенче ял ачисене вилĕмрен ĕне сĕчĕ çăлса хăварни çинчен каласа панине пурте илтнĕ пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрçă ачисем, çулпа ватă пулин те, халĕ те ĕне усрама тăрăшаççĕ. Пăтрашуллă самана пуçлансан, колхозсемпе совхозсен пурлăхне çилпе вĕçтерсе ярсан районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ вуншар хут чакрĕ. Хăшпĕр ялта 30-40 ĕнерен те ытла усрамаççĕ. Сысна ĕрчетекенсем те сахалланчĕç. Сурăх пирки каламăпăр та _ темшĕн, çак выльăх чăваш ялĕнче курăнми те пулчĕ. Ĕне выльăх йышĕ çултан çул сахалланса пыни республикипех хытă сисĕнет. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район ертỹçисем умне çакăн пек тĕллев лартнă: сăвакан ĕнесен йышне ỹстерессишĕн мĕнпур мерăсем йышăнмалла, ялхуçалăх предприятийĕсенче çеç мар, килти хушма хуçалăхсенче те мăйракаллă шултра выльăх усрама хав- халантармалла. Çапах та кунта пĕр пысăк чăрмав пуррине те палăртса хăвармалла. Сĕт хакĕ пĕрмай выляса тăни, çу кунĕсенче нумай чакни ĕне усрама хавхалантармастех ĕнтĕ. Анчах ним тума та çук: сĕт _ хăвăрт пăсăлакан продукт, мĕн чухлĕ тỹлесен те сутасах пулать. Ялхуçалăх продукчĕсем туянас ĕçре çирĕп йĕрке кирлĕ тесе мĕн чухлĕ калаçатпăр, лавĕ халĕ те вырăнтах. Статьяна çырас умĕн çирĕм çул каяллипе хальхине танлаштарса пăхрăм: 1996 çулта районти ялсенче ирсерен утмăл тăватă кĕтỹ хăваланă, кăçал _ вăтăр пĕрре. Кĕтỹри ĕнесен йышĕ те чаксах пырать. Ялти нумай çемье нимĕнле выльăх та усрама пăрахрĕ. «Ĕç çук, мĕнле пурăнмалла?» _ тетпĕр. Хамăр вара уйăрса панă çĕре те юхăнтарса ятăмăр, çĕрулми лартса çитĕнтерме те ỹркенетпĕр. Шăмăршăри хăшпĕр çемье, нумай хваттерлĕ çуртсем çумĕнче хуралтă-сарай пур пулин те, чăх-чĕп те усрамасть. Çирĕм çул каялла вара район центрĕнче пурăнакансем кăна икçĕр пуç ытла ĕне тытатчĕç. Сысна ĕрчетекенсем йышлăччĕ, кролик усракансем те нумайччĕ. Чăнах та, выльăх тата чăх-чĕппе хур-кăвакал усрама çăмăл мар. Кăнтăрлаччен çывăрса выртаймастăн, кунĕпех ĕçлеме тивет. Утă-улăмне те, тырă фуражне те хатĕрлемелле. Анчах ĕçлемесен нимĕн те пулмасть вĕт-ха. Ĕне усрасан _ сĕт-çу пулĕ, сысна ĕрчетсен _ какай, чăх тытсан _ çăмарта... Хамăртан ытлашшине сутса укçа тума пулать. Ял халăхĕ ĕмĕр çапла пурăннă, нихăçан та патшалăх пулăшасса кĕтсе ларман. Халĕ мĕн пулчĕ пире? Эпир килти хуçалăха аталантармасан, пирĕн ачасемпе мăнуксем ĕçчен çитĕнĕç-ши? ... «МĔН усратăр-ха?» ыйтрăм Шăмăршăра пурăнакан пĕр юлташăмран. «Виçĕ чăхă, пĕр автан, _ пулчĕ хурав. _ Ĕçме-çимене лавккаран туянма хăнăхрăмăр та, халĕ пахчара та ĕçлес килмест». Шел, çапла калакансем сахал мар, кахал чирĕ сарăлнăçем сарăлса пырать...

Ив.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика