Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрçă çинчен куççульсĕр калаçаймăн»

23 июня 2016 г.

«Вăрçă çинчен куççульсĕр калаçаймăн»

ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 75 çул çитнине пур çĕрте те хурланупа асăну кунĕ тесе палăртрĕç. Совет Союзĕ çак хăрушă тамăк вутĕнче 27 миллион ытла çыннине çухатнă, нумайăшĕ фронтран йывăр аманса таврăннă хыççăн килте е госпитальте вăхăтсăр вилнĕ.Пирĕн Шăмăршă районĕнчен вăрçа 5 пин ытла çын хутшăннă, вĕсенчен çурри ытла çапăçу хирне выртса юлнă. Хăшпĕр цифрăсене çеç илсе кăтартар: Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен вăрçа 85 çын тухса кайнă, 46-шĕ таврăнайман. Пуянкасси ялĕнчен 128-ăн кайнă, 55-шĕ, Кахăрлă Шăхаль ялĕнчен 194-ăн кайнă, 48-шĕ, Хайпăла ялĕнчен 121-ĕн кайнă, 52-шĕ, Кивĕ Чукал ялĕнчен 341-ĕн кайнă, 162-шĕ, Шамкай ялĕнчен 318-ăн кайнă, 117-ĕшĕ, Палтиел ялĕнчен 553- ĕн кайнă, 245-ĕшĕ, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен 263-ăн кайнă, 88-ĕшĕ, Анат Чаткас ялĕнчен 408-ăн кайнă, 208- ĕшĕ, Чукал ялĕнчен 463-ĕн кайнă, 214- ăшĕ, Улмаллă ялĕнчен 219-ăн кайнă, 151-ĕшĕ Тăван çĕршывшăн паттăррăн çапăçса вилнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче _ вăрçăра пуç хунисене пĕтĕм халăхпа аса илмелли кун _ Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнче те асăну митингĕ иртрĕ. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ тата сăмах тухса каларĕ. _ Вăрçă çинченкуççульсĕр калаçма çук, _ терĕ Владимир Васильевич. _ Кашни çемьерен кам та пулин фронтра вилнĕ. Вăй-хăват вĕресе тăракан, юратма, пурăнма ĕмĕтленнĕ çамрăксем Тăван çĕршывшăн юн юхтарнă. Тылри халăх та Çĕнтерỹшĕн сывлăха шеллемесĕр тăрăшнă. Çавăнпа та пирĕн вăрçă асапне, унăн хăрушлăхне нихăçан та манма юрамасть, хамăрăн ачасене, мăнуксене аса илтерсех тăмалла. Паттăрсен ячĕсем _ ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр! Митинга хутшăннисем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Темшĕн, чечек çинчи çутă сывлăм тумламĕ маншăн вăрçăран таврăнайман кукаçей куççулĕ пек туйăнчĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика