23 июня 2016 г.
«УТĂ нумай пулсан, выльăх тутă пулĕ», _ теççĕ ял çыннисем. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем çеç мар, килти хуçалăхсем те паян хĕрсех выльăх çими хатĕрлеççĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин пире çапла пĕлтерчĕ: хальлĕхе 1960 гектар нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, пурĕ 965 тонна утă хатĕрленĕ. Çулмалли тата пин гектара яхăн юлнă. «Исток» ОООра 300 тонна ытла сенаж хывнă. Шăрăх çанталăкра курăк хăвăрт типет. Механизаторсем ĕçе ир пуçăнса кабина вĕриленсе кайиччен ытларах çулма тăрăшаççĕ. Мĕнле кăна тỹсеççĕ-ши? «Кĕпе аркине вут хыпнă пек хĕрỹ вăхăт халь. Курăк ватăличчен пĕрремĕш хутне çулса илмеллех», _ терĕ Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер. Олег Анатольевич кăçал утă пĕлтĕрхинчен нумайрах пулĕ тесе шутлать, гектарсен тухăçĕ пысăкки те çакнах çирĕплетет. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ ỹснĕ май, сенаж та ытларах хатĕ рлемелле. Районта нумай çул ỹсекен курăксем 2860 гектар йышăнаççĕ. Вадим Севрюгин шухăшĕпе, ку кăна сахал, çывăх çулсенче 3500 гектара çити ỹстермелле. Кăçал Чукалти Валерий Симурзин, Хĕрлĕ Васанти Василий Павлов, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Сатеев тата ытти фермерсем темиçешер гектар люцерна акнă. Александр Сатеев фермерпа «Исток» ООО люцерна вăрлăхне хăйсем патĕнче туса илнине ырламалла кăна. Сатеев вика вăрлăхне те нумай туса илет, сутса укçа-тенкĕ тăвать. Люцерна вăрлăхĕ _ хаклă, пĕр килограмĕ 180 тенкĕрен кая мар тăрать. Сатеев çак культурăран 300 пин тенкĕ ытла тупăш курнă. Ыттисен мĕншĕн вăрлăх туса илес тĕлĕшпе ĕçлемелле мар-ха? Ĕлĕкрех районти кашни колхоз-совхозрах вăрлăхшăн тăрăшатчĕç, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне ỹстерсех пыратчĕç. Черетре _ пĕр çул ỹсекен курăксем. Вĕсем нумаях мар, 346 гектар çеç. Мĕн çитĕнтернине тирпейлĕн пуçтарса кĕртесчĕ. Выльăх çими ытларах хатĕрлесен ĕне выльăхсен йышне те ỹстерме пулĕ, продукци илесси те лайăхланĕ. Утă хатĕрленипе пĕрлех вырма пирки те манмалла мар. Тырă скла- чĕсемпе йĕтемсене халех тасатса тирпейлемелле, хурт-кăпшанкă ересрен дезинфекци тумалла. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламаннипех тырă йышăнакан предприятисем эпир сутакан продукцие туянасшăн мар, хакне те нумай чакараççĕ. Çапла, ялта халĕ çĕр тĕрлĕ ĕç, пĕрне те кая хăварма юрамасть. Ял çыннине тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăх сунатăп. Эсир чунтан тăрăшса ĕçленине куратăп та, хамăн та сирĕнпе пĕрле тăрса çавапа утă çулас килет. Шел, техника ĕмĕрĕнче çава манăçа тухса пырать пуль çав, пыра-киле, тен, ăна музейре çеç курăпăр... «Улăха антăм, утă çултăм», _ тесе чунтан хавхаланса юрлатчĕ ĕлĕкрех радиопа Маюк аппа. Çак юрра аса илетĕп те, ялти вун-вун çын улăхра ыткăнса утă çулни, инçех те мар така хуранĕпе яшка пĕçерни куç умне тухса тăрать. Ăçтан манăçтăр-ха çав асамлă вăхăт, тăванăмсем!
Ив.САЛАНДАЕВ.