23 июня 2016 г.
АКАТУЙ иртнипех ялта савăнăç пĕтмест-ха. Çуракинче тата фермăра, ял пурнăçĕнче палăрнисене халăх умĕнче чысласси малалла пырать. Çак кунсенче Ярăслав ялĕн уявне те Чăваш Енри ĕç çыннин çулталăкне халалларĕç. Ял уявне _ пĕчĕк акатуя _ ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ, хăнасем те йышлăнччĕ. Чи хисеплисен шутĕнче _ Ярăславра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Тверь облаçĕнчи Калязин районĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Константин Ильин, Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ ача-пăча искусствин шкулĕн директорĕ Светлана Шкурина, «Гром» подразделени спецназĕн уйрăм пуçлăхĕ Алексей Петров подполков- ник, ветерансен районти Канашĕн председателĕ Петр Фомин тата ыттисем.
«Паян кĕр те тăвар,
Шав та тăвар,
Куç пек кĕтнĕ тăвансем килсессĕн.
Юрлар, ташлар, выляр, кулар _
Ик куç тулли ентешсене чыс тăвар!»
_ янăрать ял тăрăх илемлĕ сăвă. Асаттесемпе асаннесен ырă йăлипе, уяв хăнисене кăпăшка çăкăрпа тата кăпăклă сăрапа сăйларĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чун-чĕ- рене хумхантарса янăранă хыççăн, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин уяв уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Ял уявĕн чи савăнăçлă та хумхануллă тапхăрĕ _ тăрăшуллă та ĕçчен çынсене тата юбилярсене чысласси. Ярăслав ялĕнчи чи ватă çынна _ 91 çула çитнĕ Мария Матвеевна Лукьянована _ çĕре çити пуç тайса тав турĕç. «Чи нумай ачаллă çемье» ята 9 ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă Лидия Романова, «Ялти чи маттур шкул ачи» ята 9-мĕш класа куçнă Алина Кузнецова, «Ялти чи маттур тракторист» ята Алексей Кузнецов, «Ялти чи хастар çын» ята Нина Портнова ĕç ветеранĕ, «Ялти чи сумлă çын» ята Константин Ильин тивĕç пулчĕç. Уява килнисем ветерансен районти Канашĕн председателĕ Петр Фомин ăшшăн саламланине те алă çупса йышăнчĕç. Петр Иванович ентешĕсене Ярăслав ялĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, хăйсен ялĕнчен тухнă паллă çынсем çинчен интереслĕ каласа пачĕ. ...Юрă хыççăн юрă янăрарĕ, ял çыннисем çăмăллăн ташлани те, сăвă калани те илемлĕ пулчĕ.
«Чун çунатлă, кăмăл ырă,
Çĕнелет çĕршыв, тĕнче...
Янăра, мухтавлă юрă,
Туслăхпа телей çинчен».
Тихоновсен çемье ансамблĕ, пĕччен юрлакан Алина Петрова, чăваш эстрадин артисчĕсем тата ыттисем Ял уявне ытарайми илем кĕртрĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрỹ иртрĕç. «Туслăх çĕнтерчĕ!» _ терĕç спортсменсем пĕр-пĕрне алă парса. Уяв чун-чĕрене çĕклекен дискотекăпа тата фейерверкпа вĕçленчĕ. Оргкомитет уява лайăх та асра юлмалла илемлĕ ирттерме пулăшнăшăн Андрей Петрова, Алексей Петрова, Алина Петрована тата пĕтĕм ял-йыша чĕререн тав тăвать.
Ю.ФРОЛОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.