Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Питĕ лайăх пире лагерьте!»

23 июня 2016 г.

ÇАК сăмахсене шкул çумĕнчи лагерьте канакан ачасем калаççĕ. Кану лагерĕсем июнь уйăхĕнче çичĕ шкулта ĕçлерĕç, вĕсенче кăнтăрлахи вăхăтра икçĕр ытла ача канма пултарчĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта пĕр харăсах 83 ача канса вăй пухрĕ, тĕрлĕ енлĕ аталанчĕ. Кунта 5 отряд йĕркеленĕ _ ишме юратакансем, ташлама кăмăллакансем, экологи, пултарулăхпа эстетика, спорт лагерĕсем _ кашниех хăйне интерес- лентерекен ушкăнра аталанма май тупрĕ. Мĕн тĕрлĕ мероприяти ирттермерĕç-ши педагогсем вĕсем валли çак хушăра? Пĕринчен тепри кăсăклăрах та хаваслăрах. Паллах, экскурсисенче пулса, викторинăсене хутшăнса ăс-тăна та çирĕплетнĕ. Сывлăха тĕреклетмелли уçă сывлăшра ирттернĕ вăйăсем, хаваслă стартсемпе ăмăртусем тата! Спорт отрядне çырăннисем М.Яковлев педагог пулăшнипе ГТО нормисене пама хатĕрленчĕç, районта ирттернĕ Спартакиадăна хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти «Хĕвел» лагерьте те 40 ача канса тĕрекленчĕ. Вĕсемшĕн кану вăхăчĕ усăллă ирттĕр тесе Е.Петькова, С.Столярова, И.Яковлева педагогсем çав тери тăрăшрĕç, тĕрлĕрен мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче экскурсире те пулса курчĕç шкул ачисем. Палтиелĕнчи вăтам шкулта «Туслăх» лагерь 40 ачана сывлăх, вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕрекленме май пачĕ. Лагерьте канакансем Шăмăршăри бассейнра та сахал мар ишсе киленчĕç. Июнĕн 22-мĕшĕнче вара Г. Габитова педагогпа пĕрле пурте ялти палăк умне пуçтарăнса вăрçăра çапăçса вилнĕ ентешĕсене асăнса сăвăсем вуларĕç... Кунсăр пуçне Ачасен искусство шкулĕнчи «Капитошка», «Туслăх» спорт шкулĕнчи «Туслăх» лагерьсем нумай ачаллă е тулли мар çемьере çитĕнекенсене йышăнчĕç, чăн-чăн кану условийĕсемпе тивĕçтерчĕç. Патирекри, Пуянкассинчи, Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем çумĕнчи лагерьсенче те 15-шер ача канса сывлăхне çирĕплетрĕç. Пайтах савăнăç парнелерĕ вĕсене пуян та интереслĕ программăпа йĕркеленĕ кану смени. Анат Чаткас шкулĕн ачисем вара июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 12-мĕшĕччен «Бригантина» лагерьте канаççĕ. Вĕсен валли Г.Лукиянова, Е.Ильина, Й.Тарамасова анлă кану программи хатĕрленĕ. Епле ырлăх пуçланать вĕсен пурнăçĕнче – ытти шкулсенчи ачасен ăмсанмалли çеç юлать. Мĕншĕн тесен лагерьте кашни кун 3 хутчен тутлă апат çитереççĕ, учительсем 8 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртсе 3 сехетченех вĕсемпе пулаççĕ, тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ. «Ăçтан кăна çавăн чухлĕ вăйă- кулă шутласа кăлараççĕ-ши вĕрентекенсем?» _ тĕлĕнеççĕ лагерьте канакан ачасем. Пуринчен ытла кĕçĕн çулхи ачасен ашшĕ-амăшĕ кăмăллă, хăйсем ĕçе кайсан ачисемшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Шыва кĕме те учительсем илсе каяççĕ - çакă мĕне тăрать! Çапла канаççĕ шкул ачисем çуллахи каникул вăхăтĕнче _ интереслĕ, хаваслă, сывлăхшăн усăллă.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика