28 июня 2016 г.
ВАТТИСЕМ каланă тăрăх, ĕлĕкрех вăрман енчи хĕрсем хир тăрăхĕнчи каччăсене тиркенĕ. «Вĕсем тăраниччен çырла та çисе кураймаççĕ, хурăн милĕкне те укçалла туянаççĕ», _ тенĕ пулать хĕрсем хир каччисем пирки. Халăх сăмахĕнче тĕрĕсси питĕ нумай çав. Вăрман тăрантарать, ăшăтать, сывлăх парнелет. Çутçанталăк панă ырлăхпа чунтан савăнса пурăнать вăрман çумĕнчи ялта пурăнакан кашни çын. Акă, халĕ _ çырла вăхăчĕ. Çĕр çырлипе хурăн çырлине вăрмантан витри-витрипе йăтаççĕ. Варени пĕçереççĕ (вăрман çырлин варенине патшасем те мухта-мухта çинĕ тет!), сутса укçа тăваççĕ. Шăмăршăра пĕр витре çырлашăн 1 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Хаклашнă хыççăн кăштах чакарма та пултараççĕ. Туянакансем пур, хăшпĕр хĕрарăм кунне икшер витре сутни çинчен те каласа параççĕ. Ачи-пăчипе пĕрле вăрмана çỹрекенсем самаях укçа ĕçлесе тăваççĕ. Кивĕ Чукалта паян вăрмана çĕр çынна яхăн çỹрет. Çĕр çырлине ытларах Тутарстанри Çĕпрел тата хамăр республикăри Патăрьел пасарĕсенче сутаççĕ. Килограмне _ икçĕр тенкĕпе. Валерий Чурбанов мăшăрĕпе Иринăпа тата кĕçĕн хĕрĕпе Ольăпа иртнĕ пасарта 5 пин тенкĕлĕх çырла сутнă. Чурбановсем килти пахчинче те çырла çитĕнтереççĕ. Ỹркенмеççĕ, çу кунĕсенче çырла сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ. Эмел курăкĕсем те хатĕрлеççĕ, çапла тенкĕ çумне тенкĕ хушăнать. Елена Емелькина, Александр Чамеев тата Людмила Борзова кашни ирех вăрмана лашапа тухса каяççĕ те, кунĕпех çырла татаççĕ. Витри-витрипе пасара ăсатаççĕ. Çĕнĕ Чукалти Петр Безруков, Любовь Бибукова тата ыттисем те çырла бизнесне анлăн сарса янă. Ĕçчен çынсене мухтас килет. Вăрманта хура çырла та пиçсе çитнĕ. Çак сиплĕ çырлана уйрăмах чĕмпĕрсем юратаççĕ иккен, мĕн чухлĕ сĕнсен те туянаççĕ. Каярахпа, акă, кĕтмел те ĕлкĕрĕ. Пуçтар та, пасарта сут, укçа ту. «Милĕк касма та вăхăт çитсе пырать, _ терĕ Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев. _ Мунча кĕме юратакансем çак тавара çĕршер мăшăр туянаççĕ. Пирĕн ял çыннисен хăйсен клиенчĕсем пур. Çирĕплетсех çапла калама пултаратăп: ялта халĕ ĕçсĕр сулланса çỹрекен çын тупаймастăн. Вăрман ырлăхĕ пурин валли те çитет. Вут-кăварпа асăрхануллă пулма çеç манас марччĕ». Чукал тăрăхĕнче пурăнакан хастар çынсем Патăрьелне кайса машини-машинипе вутă сутни те кунта ĕçчен çынсем пурăннине çирĕплетет. Иртнинче Чукала кайсан тĕлĕнсе таврăннăччĕ: вутă çурма шур сухаллă стариксем те, хĕрарăмсем те, ачасем те хутшăнаççĕ. Хавхаланса, кулса-шỹтлесе ĕçлеççĕ. Вутă сутса тунă укçапа çурт-хуралта çĕнетеççĕ, ача-пăчана тумлантараççĕ. Паллах, тупăшăн тĕп çăлкуçĕ _ выльăх-чĕрлĕх. Хальхи хĕрỹ кунсенче ял халăхĕ утă хатĕрлет, пĕр ĕнелисем теприне туянас ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Çăмăл мар, чăнах та, анчах тар тăкса ĕçлемесен нимĕн те пулмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр сăвăç çапла çырнăччĕ: «Ялта 100 тенкĕ те пит хаклă, Ăна илетĕн тар тăкса. Ĕçчен çынсем ялта ыр ятлă, Кахал-тăк _ юлăн намăса». Ив.САЛАНДАЕВ.