Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качаки - вĕренре, путекки - ирĕкре…

28 июня 2016 г.

Качаки - вĕренре, путекки - ирĕкре…

ИНДИРЕ ĕне çвяттуй выльăх шутланать теççĕ, ăна ăçта çỹреме те, хуть те мĕн хăтланма та чармаççĕ иккен. Пасара пырса стайка çинчи апат-çимĕçе çăвар тулли çисен те, пĕр-пĕр чаплă майра умне «икерчĕ» пăрахса хăварсан та ĕнене тав тума хушаççĕ имĕш.Пирĕн Шăмăршă ял тăрăхĕнче вара качакана «çвяттуя» кăларнă. Ĕненместĕр-и? Урама тухса пăхăр-ха: качакасем епле ирĕккĕн те реххетленсе утаççĕ, çул çинчи мĕнпур ешĕл япалана пĕтереççĕ-ватаççĕ. Качака кỹнĕ сиене шутласа та пĕтереймĕн. Урамри йывăçсемпе чечексене хуçса-амантса пĕтерни çеç çитмест, пахчана кĕрсе чăн-чăн вăрă-хурахла хăтланаççĕ. Паллах, качака усрама никам та чармасть, анчах çак выльăха ирĕкре çỹретмелле мар! «Эпĕ икĕ качакана та кăкарса çитеретĕп», _ пĕлтерчĕ Шăмăршăра пурăнакан пĕр хĕрарăм. «Путеккисене те-и?» _ ыйтрăм унран. «Путеккисене кăкарман ĕнтĕ, вĕсем амăшĕ патĕнчен аякка каймаççĕ», _ пулчĕ хурав. Шăпах ирĕкри путексем пахчана кĕрсе урăм-сурăм тустарман-и-ха? Купăстана çеç çимен, куçа илĕртсе ỹсекен чечексене те хуçса-ватса пĕтернĕ. Хăть выртса йĕр, чун ыратать. Кашни качакан хăйĕн хуçи пур, выльăх ирĕкре çỹренĕшĕн хуçа тỹрремĕнех яваплă. Апла пулсан, саккун вăйĕпе усă курмалла. Шăмăршă ял тăрăхĕн ертỹçисен эпир Индире мар, Раççейре пурăннине асра тытмалла. Пирĕн патăрта качакана нихăçан та «çвяттуя» кăлармĕç. 

А.КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика