28 июня 2016 г.
УН аллинче _ тĕрлĕ маркăллă 8 трактор, 6 автомашина, 2 комбайн. Кăкарса ĕçлемелли техника та _ теçетке ытла. «Кам-ха ку çав тери пуянскер?» _ ыйтма пултарĕ вулакан. Хуравлатăп: «Колос» ООО тĕп инженерĕ Виктор Захаров. Хăйне шанса панă техникăна куç шăрçи пек упрать вăл. «Хĕр _ çепĕç сăмаха, техника _ лайăх пăхнине юратать», _ тет шỹтлесе Виктор Николаевич. Çĕрпỹри ялхуçалăх техни- кумĕнчен вĕренсе тухнăранпах _ пурĕ 35 çул хушши _ тĕп инженер тивĕçне пурнăçлать вăл. Ултă председательпе ĕçленĕ, хальхи _ Виталий Захаров _ черетпе çиччĕмĕшĕ. Пĕр ỹстермесĕр калатăп: Виктор Николаевич чухлĕ техника вăрттăнлăхĕсене пĕлекенни районта та сахал пулĕ. Вăл ертсе пынипе юсанă трактор е комбайн хĕрỹ вăхăтра çĕмĕрĕлсе тарăхтармасть. Хастар ĕçшĕн Виктор Заха- рова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Ялхуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Ял-йыш хисепĕ вара _ чи хакли. Ырă кăмăлĕшĕн, çынна пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн хисеплетпĕр ăна. Виктор Николаевич пек çынсем яла илем кỹреççĕ.
В.ЮМАНОВ, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ. Кахăрлă Шăхаль ялĕ.