28 июня 2016 г.
Пирус-сигарет туртма пăрахма пулать-и-ха? «Пулать!» _ çирĕппĕн каларĕç сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем.
Илья Петров, 86 çулта, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ:
_ «Сигарет тупăка сĕтĕрет», _ тесе çырнăччĕ пĕррехинче район хаçачĕ. Питĕ тĕрĕс сăмахсем! Пирус-сигаретăн наркăмăшлă тĕтĕмне ĕме-ĕме çын хăйĕн сывлăхне хавшатать, пурнăçне кĕскетет. Эпĕ хам та пирус туртаттăм, темиçе çул хушшинче ỹслĕкпе хытă аптăракан пултăм. Пуç çаврăнатчĕ, вăй çукчĕ. «Çитет!» _ терĕм те пĕр ирхине, пирус пачкине çурса-вакласа çỹп-çап витрине петĕм. Чăнах та, малтанласа туртас килсех тăратчĕ, анчах хама-хам çирĕп тытрăм. Унтанпа 50 çул ытла çăвара пирус-сигарет таврашне чикмен. Туртма пăрахма пулать, кăмăл çирĕплĕхĕ çеç кирлĕ. Сывлăх _ чи хакли, çакна ан манăр, çамрăксем!
Владимир , 56 çулта, Шăмăршă ялĕ:
_ Вăтăр çул хушши кашни кунах пĕр пачкăран кая мар туртаттăм. Сывлăх япăхланнине хытах туйрăм. Кăçалхи май уйăхĕнче туртма пăрахмашкăн çирĕп тĕллев лартрăм. Туртас килнине çĕнтертĕм, халĕ пирус- сигарет шăршине те тỹсме пултараймастăп.
Николай , 61 çулта, Шăмăршă ялĕ:
_ Сигарет хакĕ çав тери ỹссе кайрĕ, тата туртакан çын çине тăшман çине пăхнă пек пăхма тытăнчĕç. Халăх çак наркăмăшран хăтăлса пырасса çирĕп шанатăп. Хам та туртма пăрахрăм, ыттисене те сывă пурнăç йĕркине суйласа илме сĕнетĕп.
С.ИВАНОВ калаçнă.