02 июля 2016 г.

ИЮНĔН 23-мĕшĕнче Шупашкарта _ «Контур» суту-илỹпе кану комплексĕн территорийĕнче _ Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи пики-2016» («Мисс Поволжья-2016») конкурсăн финалĕ иртнĕ. Çак хисеплĕ титула çĕнсе илессишĕн çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 32 чиперкке ăмăртнă. Шупашкар хулин чысне пирĕн ентеш _ Шăмăршă районĕнчи Хайпăла ялĕнче çуралса ỹснĕ Ольга Краснова хỹтĕленĕ. Ольга пирки çакна каламалла: пирĕн ентеш нумай конкурсра çĕнтерсе ырă ят çĕнсе илнĕ. Хĕре 5 коронăпа 12 хăю илемлетеççĕ. Ольга модель агентствинче пиллĕмĕш çул тăрать, «Вице Мисс Чувашии-2014», «Вице Мисс-Новочебоксарск-2015» тата «Топ модель Чувашия-2015» ятсене çĕнсе илнĕ. Турцире иртнĕ «Мисс Аполлон-2015» Тĕнче конкурсĕн финалистки пулнă. Пирĕн ентеш халĕ иккĕмĕш аслă пĕлỹ илет _ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтерет. Маларах вăл Чăваш ялхуçалăх академийĕн экономика факультечĕнче вĕреннĕччĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, чăн малтан конкурса хутшăнакансем хăйсемпе паллаштарнă. Хĕрсем подиум çине наци костюмĕсемпе тухнă. Унтан вĕсем кĕлетке илемлĕхне кăтартса панă. Куракансене тепĕр сюрприз та кĕтнĕ _ Шупашкарти трикотаж коллекцине куç умне килсе тăратмалла. Хисеплĕ жюри çĕнтерỹçе палăртиччен, сцена çинче «Евровидение» юрă конкурсăн лауреачĕ Сергей Лазарев куракансене савăнăç парнеленĕ. Унтан каллех конкурс пикисем ăмăртнă. Илемлĕх конкурсĕн «Мисс Интернет» номинацийĕнче пирĕн Ольга Краснова çĕнтернĕ, укçа призне тата хаклă парнесене тивĕç пулнă. Август уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Мисс Москва-События-2016» илемлĕх конкурсĕ иртет. Унта пирĕн хĕвеллĕ Чăваш Ен чысне Хайпăла хĕрĕ Ольга Краснова хỹтĕлĕ. Ăнăçу сунатпăр сана, чипертен те чипер чăваш пики!
Т.ИВАНОВА.