02 июля 2016 г.
ЙĔРКЕ тени хăйне пăхăннине юратать. Ăна пăсрăн _ явап тыт. Çакна шута илсех районта «Çул çитмен çамрăк» операци ирттерме палăртнă. Виçĕ тапхăрпа иртет вăл. Пĕрремĕшĕ июнĕн 30-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Иккĕмĕш тапхăр вара июлĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен тăсăлĕ. Юлашки тапхăр _ августăн 3-мĕшĕнчен тытăнса çак уйăхăн 13-мĕшĕччен. Операци тĕллевĕ мĕнре-ха? Чи малтанах кунта çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракансемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллă ĕнтĕ: ачасен малашлăхĕ вĕсене мĕнле воспитани парса çитĕнтернинчен нумай килет...Кун пек чухне пĕремĕкпе пушă пĕлтерĕшĕ те пурах-тăр _ çамрăкла авăннă хулă кайран, патак пулсан та, хуçăлмасть. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн пур енĕпе ырă тĕслĕх пулмалла. Шел, пурнăçра вара тỹнтерле тĕслĕхсене те тĕл пулма тивет. Операци вăхăтĕнче çакнашкал ашшĕ-амăшĕсемпе те тĕл пулса калаçатпăр, ăнлантару ĕçне илсе пыратпăр. Çак тапхăрта тĕрĕслевсемпе рейдсем те сахал мар иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ _ çитменлĕхсене пĕтересси, япăххине лайăх енне çавăрасси. Енчен те ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе кирлĕ пек туса пыман, ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕсем пулсан вĕсем пирки протокол çырса административлă комиссие ярса параççĕ. Йĕркене пăсакан ачасем те куçран вĕçерĕнмĕç _ вĕсем те тимлĕхре. Саккуна пăсрăн _ явап тыт: çакнашкал çамрăксем пирки те протокол çырса çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссие çитереççĕ. Йĕрке _ пуриншĕн те пĕрре. Ăна пурин те пăхăнмалла.
Н.МАЗЯКОВА, полицин районти уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ, полици капитанĕ.