Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕлен сăхасран асăрханăр!

02 июля 2016 г.

ПИРĔН республикăра виçĕ тĕслĕ çĕлен тĕл пулать: хурăн пуçлă çĕлен (уж), хура çĕлен (гадюка обыкновенная) тата пăхăр çĕлен (медянка). Чи хăрушши _ хура çĕлен. Тепĕр чухне ăна курнипех уйăрса илме те çук. Çитĕнсе çитнĕ хура çĕлен 60-80 сантиметр тăршшĕ, 1 метр вăрăмăш çĕленсем те тĕл пулаççĕ. Тĕсĕ тĕрлĕрен: сăрă е çутăрах кăвак, е пăхăр пек хĕрлĕрех, е хура. Çак çĕлен çурăмĕ çинче кукăр-макăр йĕр пуррипе палăрса тăрать. Хура çĕлен апрель-сентябрь уйăхĕсенче активлă. Шурлăхлă вырăнсене, нỹрĕк нумай çарансене, вăрмансене, кỹлĕ-пĕвен, юханшывăн чăтлăхлă çыранĕ сене, чул куписене килĕштерет. Çĕрлехи чĕрчун пулнине пăхмасăр кăнтăрла та пытанмасть: хĕвел çинче ăшăнма сукмак, тунката, тĕмеске, чул çине тухса выртать. Ытла шăрăх чухне сулхăна куçать. Хурăн пуçлă çĕлен ыттисенчен пуçĕн икĕ енче çурма уйăх формăллă сарăрах е хĕрлĕ-сарăрах тĕслĕ пăнчăсем пуррипе уйрăлса тăрать. Хăш чухне çак паллăсем питĕ шупка е пачах çук. Çынна курсан хурăн пуçлă çĕлен тарать. Анчах пуçне малалла кăнтарса, шăхăрса хỹтĕленме те пултарать. Çак мелпе вăл тăшманĕсене хăратать. Хурăн пуçлă çĕлен сăхни çыншăн сиенлĕ мар. Пăхăр çĕлен кĕлетки çутă сăрăран пуçласа тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, 70 сантиметр тăршшĕ. Вăл пуçĕ тĕлĕнчи тата хырăмĕ çинчи хупăсем пăхăр пек йăлтăртатнипе палăрса тăрать. Çурăм çинчи яка хупăсен форми ромб е улткĕтеслĕх евĕр. Куçĕ тĕлĕнче хура йĕр пур, шăпах çавна пула ĕнтĕ хăйĕн йышши ытти çĕленрен уйрăлса тăрать. Тĕпрен илсен, пăхăр çĕленĕн куçĕ хĕрлĕ тĕслĕ. Тăшманран хỹтĕленес тĕллевпе шăхăрса сикме, çын ỹтне юн тухичченех çыртма пултарать, анчах унăн наркăмăшĕ вăйсăр, çыншăн хăрушă мар. Анчах пăхăр çĕленрен айккинерех пăрăнса иртсен лайăхрах, мĕншĕн тесен наркăмăшĕ хăш-пĕр çынна аллерги витĕмĕ кỹме пултарать. Нихăш çĕлен те хăйне канăçсăрлантармасан çынна тапăнмасть. Çывăха пырсан кашниех хăй пирки шăхăрса е сиксе пĕлтерет. Çĕлен ытларах чухне ун çине ăнсăртран пуссан, тытсан, патакпа перĕнсен, тĕл пулнă чухне тăрук хускану тусан сăхать. Çуркунне, çĕлен туйĕсен тапхăрĕнче, сентябрь уйăхĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вăрмана кайнă чухне атă, çăтă шăлавар тăхăнмалла. Кăмпа, çырла пухнă чухне вĕсем ỹсекен вырăна патакпа хускатса пăхмалла. Канма лариччен те çĕлен пуррипе çуккине пĕлме патакпа тĕрĕслемелле. Çĕрнĕ тунката, хăвăллă йывăç, шăтăк, çỹп-çап, вут-шанкă куписен çывăхне лармалла мар. Сукмакпа васкаса утнă чухне патака малалла кăнтарса пырсан лайăхрах. Çĕлене асăрхасан чарăнса тăмалла, майĕпен хыçалалла чакма тăрăшмалла, çĕлене шуса кайма памалла. Çĕлен çынна нихăçан та хăваламасть, малтан шăхăрса хăратма, унтан тарма хăтланать. Анчах вăл хăйне сирĕн çинелле сикме хатĕрленнĕ пек тытсан вырăнта темиçе çеккунт хытса тăмалла та хусканусем тумасăр майĕ пен чакма пуçламалла. Алăра патак пур пулсан ăна çĕлен еннелле кăнтарса тытмалла. Чупса тарма юрамасть, ăнсăртран тепĕр çĕлен çине пусма пулать. Тĕрĕссипе, хура çĕлен сăхнин тĕслĕхĕсем вăл тапăннипе мар, унăн хỹтлĕх реакцийĕ пе çыхăннă. Хура çĕлен наркăмăшĕнче юн кĕвĕлессине пăсакан, нерв тытăмне, тĕртĕмсене сиенлекен хăйне евĕр япаласем пур. Сăхнă вырăн хĕрелет, тăртанать, унтан кăвакарать. 15-20 минутран вăй пĕтет, пуç çаврăнма, ыратма, ăш пăтранма, хăш чухне хăстарма, сывлăш пỹлĕнме, чĕре таппи хăвăртланма пуçлать. Хытах наркăмăшлансан суран юхать, сывлăх тата ытларах йывăрланать. Сăхнă ал-уран гангрена аталанас, пỹре сиенленес, ỹпке тăртанас хăрушлăх пысăк. Ачасем, аслă çулсенчи çынсем вăрах чирсемпе, аллергипе аптракансем çĕлен сăхнине чылай йывăртарах чăтса ирттереççĕ. Çĕлен сăхнă çынна тỹрех меллĕ çĕре вырттармалла. Ăна канлĕх кирлĕ. Вăл хускалмасан лайăхрах. Наркăмăш пĕтĕм организмĕпе сарăласран сиенленнĕ урине е аллине çỹ лерех хумалла. Ỹчĕ тăртанма пуçличчен çĕрĕсене, сулăсене, атă-пушмакне хывса илмелле. Çăварăн лăймака сийĕ сиенленмен пулсан сурана ĕмсе илме юрать. Е юнне лайăх пусарса кăлармалла. Çакăн хыççăн йод е ытти антисептик шĕвекĕ сĕрмелле. Суран çине стерильлĕ çыхă хумалла. Ỹт тăртанса пынă май çыхха вăхăт-вăхăтпа пушатмалла. Сивĕ хума юрать. Алăран сăхнă пулсан ăна хуçлатса çыхмалла. Инкеке лекнĕ çынна шĕвек ытларах ĕçтермелле. Ку наркăмăша организмран кăларма пулăшать. Ыратнине ирт- терекен (анальгин), аллергие хирĕçле (тавегин, супрастин) препаратсем, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне пулăшакан (валидол, валокордин) препаратсем ĕçтерме юрать. Çĕлен сăхнă çынна хăвăртрах çывăхри медицина учрежденине илсе каймалла. Мĕн тума юрамасть-ха? Çĕлен сăхнă алă е ура çине жгут хумалла мар, çак меслет организмра наркăмăша сарăлма чараймасть, лару-тăрăва вара кăткăслатма пултарать. Сăхнă вырăна çунтарма, касма тата алкоголь ĕçме юраманнине те кашнинех пĕлсе тăмалла.

Е.ЕГОРОВА, республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика