05 июля 2016 г.
ИРТНĔ эрнере Патăрьел районĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Унта республикăри районсенчен килнĕ 86 команда – 800 ытла çамрăк! _ малти вырăнсемшĕн тупăшрĕç. Кĕрешỹ чăннипех те питĕ çивĕч пулчĕ – кашни команда район шайĕнче мала тухнă-çке!Тăватă кун кỹршĕ районти «Хĕвеллĕ» уçланкăра ача-пăча сасси кĕрлесе тăчĕ – 15 дисциплина çар вăййисен программинче: теори пĕлĕвĕ, стройпа пĕр харăс илемлĕ утасси, вăхăтпа автомата салатса пуçтарасси, тĕл пересси, инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу парасси, пултарулăх конкурсĕ... Кăçал çарпа спорт вăййисене çĕнĕлĕх кĕртнĕ _ ачасем Чăваш Ен тата Раççей Гимнĕсене еплерех пĕлнине те кăтартса пачĕç. Республикăра 48-мĕш хут иртекен вăйăсен финалĕнче пирĕн район чысне 3 команда хỹтĕлерĕ: Шăмăршăри вăтам шкул çамрăкĕсен çарпа патриотизм «Подвиг» клубĕ тата кадет класĕ, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен «Зарница» ушкăнĕ. Калас пулать, кашниех питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. А.Еремеевпа Ю.Ермолаев преподавательсем ачасемпе çине тăрсах ĕçлени куçкĕрет: хĕрỹ тупăшура кадетсемпе карапайшăмăршăсем хăйсен номинацийĕсенче пĕрремĕш, «Подвиг» клубăн команди – иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Каламасăрах паллă _ ăмăртусенче ĕшеннĕ шкул ачисен сăн-пичĕ савăнăçпа çиçет._ Çар вăййисем – ăс-тăн тата вăй-хал тĕлĕшпе ăмăртни кăна мар, йывăрлăха парăнтарма, çĕнтерỹ патне ăнтăлма хăнăхни те. Çакă пулас салтаксене уйрăмах кирлĕ, _ пĕлтерет хăйĕн шухăшне çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре паха опыт пухнă Юрий Федорович. Вăл хатĕрленĕ командă- сем тĕрлĕ çулсенче виçĕ хутчен республикăри çарпа спорт вăййисенче призлă вырăнсене çĕнче илнĕ. Кăçалхи çул вара вĕсемшĕн пуринчен те тухăçлăраххи пулчĕ _ карапайшăмăршăсен «Зарница» команди республика чысне хỹтĕлеме тивĕçрĕ. Александр Сергеевич та пĕрре кăна мар хутшăннă çакнашкал республика шайĕнчи çар вăййисене, вăл ертсе пынипе шкул ачисем пайтах çитĕнỹпе савăнтарнă. Паллах, çăмăл мар икĕ командăпа та республика шайĕнче çĕнтерме _ Александр Сергеевичăн пурнăçĕнче çакнашкал çитĕнỹ пĕрремĕш. Малашнехи ĕмĕтсем вара татах та пысăкрах та çутăрах – сентябрьте Оренбургра иртекен «Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче республика чысне тивĕçлĕ хỹтĕлесси, çарпа патриотизм конкурсĕсенче яланах çỹллĕ шайра пуласси. Маттур шкул ачисемпе вĕсен пултаруллă организаторĕсене саламлатпăр, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенчен те çитĕнỹсемпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.