05 июля 2016 г.
ПОЛИЦИ çуртĕнчен инçех те мар çул çине йăрăм-йăрăм паллă ỹкернĕ. «Зебра» тетпĕр ăна. Автомашинăсен чарăнса тăрса çуран утакан çынна ирттерсе ямалла. Ямалла та-ха... Анчах хăшпĕр водительсем «зебрăна» ним вырăнне те хумаççĕ. Акă, ĕнер, мăнука çул урлă çавăтса каçнă чух, пĕр «иномарка» чутах çапса хăваратчĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене кашни кунах куратпăр. Шăмăршăра çуран çỹрекен çынна хисеплеменни хытă пăшăрхантарать. Ху вăр-вар пулмасан, пысăк инкек пуласса кĕтсех тăр. Ку полици çурчĕ çывăхĕнче тейĕпĕр. Ытти çĕрте вара? Тепĕр чухне пуçа çак шухăш та пырса кĕрет: тĕнчипе паллă автохăвалавçă Михаэль Шумахер пирĕн районтан мар-ши? Çил пек хытă хăвалакан çамрăк водительсем унăн мăнукĕсем пекех туйăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла хăвăртлăха ỹстереççĕ, çул çинче инкек пулас хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çулталăк каяллахи хăрушла инкеке манман-ха эпир. Автомашинине йĕркеллĕ тытса пырайман водитель айăпне пула Шăмăршăри пĕр çемье пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Тăлăха юлнă ывăлĕ амăшне те, ашшĕне те текех нихăçан та кураймĕ. Вĕсем çамрăклах тупăка кĕрсе выртрĕç. Кашни çулах районта автомашинăн хăвăртлăхне ỹстернипе пысăк инкек пулать, Шумахер «мăнукĕсем» пирĕн шăтăк-лăпутăклă çулсем çинче те «рекорд» тăвассишĕн хытă вирхĕнеççĕ. Çак рекорд юнпа вĕçленмĕ тесе кам шантарайĕ? Водительсен «зебра» ỹкермен вырăнта та питех те тимлĕ пулмалла. Çын пурнăçĕ çав тери хаклă, йăнăшас марччĕ. Аслăрах çулхи шоферсен çамрăксене асăрхаттарсах тăмалла: ăçта васкатăн, ачам: масар çине е тĕрмене? Унта та, кунта та каяс марччĕ, çул çинче чипер çỹресе çитес çĕре çитесчĕ. ...ÇАК кунсенче кăна-ха редакцие çитмĕл урлă каçнă, вăтăр çул ытла водительте вăй хунă ĕç ветеранĕ кĕчĕ, унпа чылайччен калаçса лартăмăр. _ Шăмăршă _ хула мар, анчах çăмăл автомашинăсем унталла та кунталла нумай кумаççĕ, _ терĕ ватă шофер. _ Эпĕ çуран çỹрекенсене хытă шеллетĕп: çав тери тимлĕ пулмасан, вĕсене таптама та пултараççĕ вĕт-ха! Водительсем, уйрăмах çамрăксем, пысăк хăвăртлăхпа çỹреççĕ, «зебра» тĕлĕнче те правилăна пăхăнмаççĕ. Васкани яланах ырăпа вĕçленмест, вăтам хăвăртлăхпа çỹресен водительшĕн те, çуран çыншăн та лайăх. ... «ВОДИТЕЛЬ, сана килте кĕтеççĕ!» _ çакăн пек асăрхаттарса çырнине куртăм эпĕ аслă çулпа иртсе кайнă пĕр автомашина кузовĕ çинче. Ман шутпа, çак йĕркесене кашни автомашина çинех пысăк саспаллисемпе çырмалла, каçхине вĕсем çутатса тăччĕр. Ун пек тума юрамасть пулсан, каçару ыйтатăп. Анчах та Шумахер «мăнукĕсем» урăм-сурăм пысăк хăвăртлăхпа манпа юнашар иртнине курсан, чун çỹçенет... Пĕрне таптарĕç, теприне...халĕ кама черет?
Ив.САЛАНДАЕВ.