Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă Марье аппа

08 июля 2016 г.

Пултаруллă Марье аппа

НУМАЯХ пулмасть редакци ĕçĕсемпе Шупашкара каймалли пулчĕ. Çак кун эпĕ васканипе автобуспа мар, çăмăл машинăпа кайрăм. Шупашкар çулĕ кĕске мар, пынăçемĕн пĕрле ларса каякан çынсемпе те паллашма тỹр килчĕ. Пуринчен ытла асра юлаканни вара Карапай Шăмăршăра пурăнакан Мария аппа пулчĕ. Çак кун вăл Шупашкар больницине çул тытнă иккен.

- Мĕнле-ха капла, эсир пĕчченех çул çине тухнă? _ ыйтрăм эпĕ унран. _ Ватă çынна хулара çỹреме çăмăлах мар-çке.

- Эй, эпĕ кунтан кăна пĕчченех тухрăм. Хулана çитсен мана унта мăнуксем кĕтсе илеççĕ, ăçта каяс тетĕн, çавăнта часах çитереççĕ._ хуравларĕ мана Марье аппа.

«Язык до Киева доведет», _ тенĕ мар-и-ха вырăссем? Çапла эпир те тем çинчен те калаçрăмăр. Интересленсех итлесе пытăм Карапай Шăмăршă хĕрарăмне. Шупашкара çитнине сиссе те юлаймарăм. «Хăнана пыр, мана Карапайĕнче «Почта Марйи» тесе каласан пурте пĕлеççĕ» _ терĕ.

Сăмах Карапай Шăмăршăра пурăнакан Мария Ивановна Иванова пирки пулĕ. Вăл 1948 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1971 çулта Карапай Шăмăршă каччипе çемье çавăрнă. Владимир Григорьевичпа Мария Ивановна 3 хĕр çитĕнтернĕ. «Пĕрре курсах килĕ штертĕм эпĕ Володяна», - тет Мария Ивановна. 30 çул пĕрле шăкăл-шăкăл, алăран алла тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă Ивановсем. Шел, темиçе çул каялла Владимир Григорьевич пурнăçран уйрăлса кайнă. Паянхи кун та тунсăхлатăп, тесе каласа парать Мария Ивановна. Халĕ вăл хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе йăпанса пурăнать.

Марина хĕрĕ Патăрьел районĕнче пурăнать. Эльвира хĕрĕ Мускава ĕçлеме çỹрет. Маргарита хĕрĕ вара Шăмăршăри тĕп больницăра стоматолог пулса ĕçлет. Марье аппан 8 мăнук та 1 кĕçĕн мăнук.

Мария Ивановнана ялта пĕлмен çын çук. Мĕншĕн тесен вăл 33 çул Карапай Шăмăршăра почтальонра вăй хунă. Çăмăл пулман унăн ĕçĕ. Тепĕр тесен, вăл вăхăтра хаçат-журнал çырăнакансем те питĕ нумай пулнă.

«Эпĕ, паллах, çамрăкрахччĕ, анчах та Мария Ивановна пысăк почта сумки йăтса çỹренине питĕ лайăх астăватăп», _ терĕ Алевтина Шомполова, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен специалист.

 «Ĕçлес тесех ĕçлетчĕ вăл. Ял халăхне хаçат-журнал вăхăтрах çитерес тесе чунне парсах вăй хуратчĕ», - сăмах хушрĕ Виталий Петрович Столяров. Хăй вăхăтĕнче вăл ял Совечĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

Чăннипех те тăрăшсах ĕçленĕ Мария Ивановна. Çуркуннеллĕ-кĕркуннеллĕ тĕттĕм каçсенче те, хĕллехи çил-тăманра та хаçат валеçме тухса кайнă вăл. Паянхи кун та ăна ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн, район администрацийĕн Грамотисене парса та чысланă Мария Ивановнăна. Унсăр пуçне «Мастер связи» медале те тивĕçнĕ. Халĕ вăл ĕç ветеранĕ.

Шуррине те, хурине те курма тивнĕ пуль çак пурнăçра Мария Ивановнан, анчах та вăл нихăçан та пуçне усман. Халĕ те вăл кăмăлĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те хăш-пĕр çамрăк çынран та ирттерет. Килкартинче выльăх-чĕрлĕх усрать: вăкăр, сыснасем, ĕне, качакапа путеккисем, кăвакалсем. Чăх-чĕп шучĕ те çук. Пахчине кĕрсен те тĕлĕнсе каймалла. Пур çĕрте те тип-тирпейлĕ, пĕр çумкурăк та тупаймăн. Мĕнле кăна чечек ỹстермест-ши тата? Çак ĕçсене пурнăçлама ăна мăнукĕсем пулăшаççĕ.

Питĕ йывăр-çке çакăн пек хуçалăха пĕччен тытса тăма, тен, хăш-пĕр выльăх-чĕрлĕхне чакарсан та юрать, тесе калакансем те питĕ нумай. Анчах та Мария Ивановна çак ыйтăва шỹтлесе çеç ирттерет. «Движение _ жизнь! Эпĕ ĕç пулмасан аптăрасах каятăп. Чире каясси те инçех пулмĕ», _ тет çеç кулкаласа. Çак кунсенче Раççей почтальонĕсен уявĕ, унсăр пуçне Мария Ивановнан çуралнă кунĕ те çывхарса килет. Сире малашнехи пурнăçăрта ăнăçу, сывлăх сунатăп. Яланах паянхи пекех хавхалануллă, маттур та пултаруллă пулăр.

А.ЛАРШНИКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика