Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве шывĕ - куççуллĕ…

08 июля 2016 г.

ПЫСĂК çырма та, тарăн пĕвепе кỹлĕ те çукрах темелле пирĕн таврара. Апла пулин те çу кунĕсенче кашни çулах çын шыва путса вилнĕ тĕслĕх пулать. Палтиел вăрманĕнчи шыв управĕнче каллех пысăк инкек пулни çинчен пĕлтĕмĕр. Июлĕн 3-мĕшĕнче кунта Комсомольски районĕнчен пулă тытма килнĕ утмăлти арçын путса вилнĕ. Тăванĕсемшĕн, çывăх çыннисемшĕн, пĕтĕм ял-йышшăн çав тери пысăк хуйхă. Ишме пĕлнĕ-пĕлмен çыннăн шыва кĕмелле пулман та ĕнтĕ, анчах халь тин нимĕн те тăваймăн. Пĕве хĕрринче тем чул йĕрсен те, ешĕл курăка вĕри куççульпе йĕпетсен те вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн.

Нумаях пулмасть кăна-ха республикăран килнĕ комисси Шăмăршă районĕнчи шыва кĕмелли вырăнсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă, пур енчен те лайăх хатĕрленĕ пĕр вырăн та çуккине палăртса хăварнă. Урăхла каласан, районта ятарласа пĕр пляж та йĕркелемен, çитĕннисем те, ача-пăча та ăçта май килнĕ унта чăмпăлтатаççĕ.

Палтиелĕнчи шыв управĕнче вара шыва кĕме питех те хăрушă. Кунта тарăн вырăнсемпе авăрсем нумай, япăх ишекенсем самантрах путма пултараççĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ управ администрацийĕ ача-пăчана шыв хĕррине пыма пачах та чарнă.

Анчах çынна чарса пĕтерейĕн-и? Пур çĕрте те хурал тăратаймастăн вĕт-ха, кун пек тума май та çук. Иртнĕ кунсенче управ хĕрринче пулнă чух шыва кĕрекен темиçе çынна, çав шутра ачасене те асăрхарăмăр. Çитĕннисем юнашар пулсан юрĕ-ха, анчах ачасем хăйсем тĕллĕн тарăн шывра чăмпăлтатни хăратать. «Шыв шалалла, авăр патнелле туртать», _ теççĕ пысăк опытлă çăлавçăсем. Ачасем авăра çакланмĕç тесе кам шантарма пултарĕ?

Шăмăршăра бассейн ĕçлеме пуçланăранпа шывра ишме вĕреннисен йышĕ нумайланчĕ, кунти тренерсен пархатарлă ĕçне ырламалла. Анчах çу кунĕсенче кашни çынах бассейна килеймест, ачасем те шăрăхра çывăхри пĕве хĕррине васкаççĕ. Темиçе çул каялла хир варринчи паççулкка ачисем велосипедсемпе пилĕк çухрăмри Хурăнвар пĕвине шыва кĕме кайнă та, пĕр юлташне çухатса таврăннă. Путнă ачана çитĕннисем пĕве шывне юхтарса кăларсан тин тупнă. Ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ вуникĕ çултах пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Эпĕ Шăмăршăра икĕ çемьене лайăх пĕлетĕп, иккĕшĕнче те аслă ывăлĕсем путса вилчĕç. Ашшĕ-амăшĕ йывăр хуйха пула тăруках ватăлса кайрĕ, тăтăшах чирпе нушаланать. Йывăр вĕт-ха пысăк çухатăва чăтса ирттерме. Ирхине çеç йăл кулăпа вăраннă, калаçса-шỹтлесе пĕрле апатланнă ача çав кунах пĕчĕк тупăкра выртнине курма никама та Турă ан хуштăрах.

Мĕн тери ĕç нумай пулсан та, çитĕннисен ачасене асăрхасах тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шыва кĕме юрăхлă вырăнсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухмалла, çыран хĕррине пĕр машина та пулин хăйăр килсе тăкмаллах. Хĕвелтен хỹтĕленмелли çивитиллĕ вырăн та кирлех, салтăнса тумланмалли хуралтă туса лартсан тата та лайăхрах.

Çаксем пурте пирĕн район çыннисемшĕн _ çитĕннисемпе ачасемшĕн _ кирлĕ. Пĕлмен-туман вырăнта шыва кĕрсе инкеке çакланиччен, ятарласа йĕркеленĕ пĕчĕк пляж пулсан тем тери лайăх. Çак ыйтăва эпĕ хамăр хаçатра кашни çулах çĕклетĕп, шыв хĕрринче çитĕннисен дежурство йĕркелемелли пирки те çыратăп, анчах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яланах ку «пĕчĕк ĕçпе» аппаланма вăхăт çукки е укçа тупайманни çине йăвантараççĕ.

Укçара кăна-и-ха пурнăç пĕлтерĕшĕ, тăвансем? Районта пур çĕрте те тирпей-илем пулни, шыв хĕрринче те, çул аяккинче те хыт-хурана çулса тăни хамăршăнах лайăх мар-и-ха?

Ăçта пĕве çук _ пĕвелемелле, хамăр ял ачисене Палтиел вăрманĕнчи управа шыва кĕме ярса пỹкле вилĕме кĕтсе тăрар мар. ...

РАЙОНТИ пĕр пĕчĕк пĕве хĕрринче (тахçан тарăн пулнă пуль-ха вăл, халĕ юшкăнпа ăшăхланнă) çĕрĕшме пуçланă йывăç хĕресе асăрхарăм. Ăна ашшĕ-амăшĕ шывра путса вилнĕ хĕрачине асăнса лартнă терĕç. Çулсем иртĕç, çак хăрушă инкек халăх асĕнчех юлĕ. Юнашар аслисем тăнă пулсан, инкек пулмасса та пултарнă вĕт-ха... Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика