08 июля 2016 г.
АЧА çемьере телейлĕ. Çакна кашниех лайăх пĕлет _ ача-пăча та, çитĕнни те. Анчах та хăшĕ-пĕрин ачалăхĕ ача çуртĕнче е тăван мар çемьере иртет. Юлашки çулсенче республикăра тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьене пурăнма илнĕ тĕслĕхсем йышланса пыраççĕ. Ку, паллах, ырă пулăм. Пирĕн районта та çемье ăшшисĕр юлнă 54 ача 43 ылмаштаракан çемьере çитĕнет. Усрава илнĕ тăлăхсене çак çемьесенче тăван ачисем вырăнне хурса пăхса усраççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Çак ĕçе ача прависене хỹтĕлекен патшалăх органĕсем сăнасах тăраççĕ, кирлĕ самантра пулăшма васкаççĕ. Июлĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕнчи акт залĕнче çемьесене ылмаштаракансен (усрава илекен çемьесен) IV форумĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн опекăпа попечительство органĕ йĕркеленĕ. Форума опекунсем, попечительсем, ача усрава илес текенсем, ачасен ашшĕ-амăшне ылмаштаракансем, обществăлла организацисен представителĕсем йышлă хутшăнчĕç. Форума пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков саламларĕ, ашшĕ-амăшĕ хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пăхса ỹстерекенсене тав сăмахĕ каларĕ, çак пархатарлă ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕ. Шăмăршă районĕн прокурорĕ С.Егоров ачасен прависем çинчен каларĕ, вĕсене ача 18 çул тултаричченех çирĕп пурнăçласа пымалли çинчен аса илтерчĕ. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор Н.Мазякова пухăннисене ачасемпе яланах тимлĕ пулмалли, вĕсене йĕркене пăхăнса пурăнма вĕрентмелли çинчен каларĕ. А.Ульянова - пилĕк ача амăшĕ, вĕсенчен кĕçĕнни – усрава илнĕскер. Мĕн хистенĕ-ши ăна 8 çулхи Юльăна çемьене илме? Чун-чĕре хушни, ырă туйăм пулĕ. Малтанхи вăхăтра йывăрлăхсем те пулнă ĕнтĕ _ вĕсене пытармасть чăн-чăн педагог Антонина Николаевна. Хĕрачан чăн-чăн ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну çухатман вăл çак çулсенче, ачана вĕсемпе хутшăнма та чарман. Кăçал Ульяновсен кĕçĕн хĕрĕ шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă, малалла хулара ăс пухма ĕмĕтленет. Хăйне хỹтлĕхе илнĕ çемьепе вара тăванла çыхăну нихăçан та татăлмĕ. Тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç форумра. Патшалăх пулăшу парса тăрать пулин те, çăмăл мар тăван мар ачана усрава илсе çитĕ нтерме. Укçа-тенкĕшĕн мар, ырă кăмăлĕ, таса чунĕ хушнипе хăйсен чĕри çумне çупăрлаççĕ вĕсем куçран пулăшу кĕтсе тилмĕрекен пĕчĕкскерсене. Ырлăх-сывлăх пултăр сире, ача нушине ăнланса хăвăр çине пысăк яваплăх илекенсене! Сирĕн чĕре хĕрĕвĕ малашне те иксĕлми тапса тăтăр, ырă туйăмсемпе çынсене савăнăç кỹтĕр.
Г.ИВАНОВА.