Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр ытла - пĕр çемьере

12 июля 2016 г.

Çур ĕмĕр ытла - пĕр çемьере

ПУРНĂÇРА çемье чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çирĕп çемьере ăшăлăхпа лăпкăлăх, юратупа ăнлану хуçаланать. Йывăрлăхсене çĕнтерме те пире çемье пулăшать. Çавăнпа ĕнтĕ кашни çитĕннĕ çын мăшăрлă пулма тăрăшать, çемье çавăрать. Çемьене вара упрама пĕлмелле. Çур ĕмĕр е ытларах та килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакансем çине пăхса савăнатăп та, тĕлĕнетĕп те. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче пĕрлешсе кил-çурт çавăрма пултарнă, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чи кирли _ çемье ăшшине упранă. _ Эпир хальхи пек туй кĕрлеттерсе пĕрлешмен. Анне турăшпа пехиллерĕ те ял Советне кайса  çырăнса килтĕмĕр, _ аса илет 55 çул каялла çемье çавăрнă вăхăта Валентина Петровна Фролова, медицина сестринче вăтăр çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕ. Çапла, 1961 çулта çемье çавăрнă Фроловсем, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Асли халĕ _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕнче вăй хурать. Кĕçĕнни Шăмăршăра хăйĕн çемйипе пурăнать. Çемье пуçĕ Юрий Михайлович _ аслă пĕлỹллĕ инженер _ Шăмăршăри тĕрлĕ организацисенче ертỹçĕ пулса ĕçленĕ, ял-йыш хисепне, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ. Халĕ ĕнтĕ пултаруллă ĕç ветеранĕсене ачисемпе пĕрле 3 мăнукĕ те савăнтарса тăраççĕ. Михаил Ивановичпа Лидия Романовна Захаровсем пĕр туслă çемьере 54 çул пурăнаççĕ. Вĕсен 2 ывăлпа хĕр, 6 мăнук, 1 кĕçĕн мăнук. Михаил Иванович пурнăçне тăван çĕрпе çыхăнтарнă _ агроном, совхоз директорĕ, район Совечĕн ялхуçалăх управленийĕн ертỹçи... Хастарлăхĕ халĕ те иксĕлмест унăн – "Хисеп Палли" орден кавалерĕ, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ пикенсех район историне тĕпчет. Мăшăрĕ Лидия Романовна 37 çул шкул ачисене биологи вĕрентнĕ. Çак пултаруллă, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă çемьесене чысларĕç те ĕнтĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче. Ял-йышра хисепе тивĕçнĕ Фроловсемпе Захаровсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Дмитриев саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Владимир Васильевич телейлĕ мăшăрсене «За любовь и верность» медаль парса чысларĕ. Сăмах май, çак медальпе Раççейре чи лайăх çемьесене çеç наградăлаççĕ. Пирĕн районта çак чыса 8 çемье тивĕçнĕ. ...Хисеплĕ мăшăрсем çемье вучахне çутса тин çеç пĕрлешнĕ мăшăра _ Алек- сейпе Анастасия Мироновсене _ пиллесе пани, çамрăклăха аса илтерекен вальс кĕввипе ташлани _ асамлă, хумхануллă, асра юламалли самант. Ватăсене çамрăксем _ ачисемпе мăнукĕсем – чун-чĕререн саламласа тав сăмахĕ калани _ кăмăла çĕклет. Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтрĕç çак кун Фроловсемпе Захаровсем... Эппин, ашшĕ-амăшĕ çĕрĕн-кунĕн тăрăшни сая кайман. Вĕсем халĕ те ачисен, мăнукĕсен пуласлăхĕшĕн пурăнаççĕ. _ Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Телей, паллах, çемьепе çыхăннă. Çамрăксене çапла каласшăн: çитменлĕхсене каçарма пĕлмелле. Пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене шырамалла мар, вĕсене асăрхамасăр пурăнма вĕренмелле, _ çапла каларĕ уяври чи аслă юбиляр _ 82 çулхи М. Захаров. Мероприятие Палтиелĕнчи Долговсен çемьи юрă-кĕвĕпе илемлетсе тăчĕ. Уяв программине Т.Матвеева килĕшỹллĕ ертсе пычĕ. Ырă шухăш-туйăм вăратрĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика