12 июля 2016 г.
КИВĔ Чукалти «Пилеш» фольклор ушкăнĕпе Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел халăхĕ тахçантанпах туслă. Акă, çак кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков ятарласах чĕннипе кивчукалсем Пăлапуç Пашьел ял уявне хутшăнчĕç. Уявра чăваш, вырăс, ирçе, тутар юррисем янăрарĕç, пуш- мак тĕпĕнчен хĕм кăларса ташларĕç. Икĕ ял çыннисем вăйă картине тăрса сăвă калани те çав тери илемлĕ пулчĕ. «Татах килĕр, эпир сире яланах ырă сунса кĕтетпĕр!» _ çапла каласа ăсатса ячĕç хăнасене пăлапуçпашьелсем.
А.ЧАМЕЕВ, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.