Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă пулар, ял-йышăм

12 июля 2016 г.

РЕДАКЦИЕ Шăмăршăра пурăнакан пĕр хĕрарăм пычĕ. _ Кỹршĕм тарăхтарса çитерчĕ, _ пĕлтерчĕ вăл çиллес сасăпа. _ Пăрăвне пирĕн умри çерем çине кăкарать. Çереме вараласа пĕтерет вĕт, камăн тасатмалла ун тислĕкне? Паян ирпе ятлаçсах кайрăмăр. «Сирĕн умăр мар вăл, Туррăн», _ терĕ йĕкĕлтешсе.

_ Эпир мĕнпе пулăшма пултаратпăр-ха? _ ыйтрăм хĕрарăмран.

_ Фельетон çырса кăларăр! Пĕрремĕш страницăнах! Ан тив, намăслантăр халăх умĕнче!

Пăрăва çерем çине кăкарнăшăнах фельетон çырма юраманни çинчен ăнлантарса патăм пулин те, хĕрарăм килĕшесшĕн пулмарĕ. «Эсир çырмастăр пулсан, полицие, прокуратурăна çитетĕп!» _ тесе кăшкăрашсах тухса кайрĕ.

Тепĕр тĕслĕх те асăма килчĕ. Вăрмантан вутă тиесе тухнă чух, яла кĕрсенех, автомашина çĕмĕрĕлсе ларнă. Хуçин вутта урам варринчех пушатма тивнĕ. Çакă çывăхри çуртсенче пурăнакансене килĕшмен, урама халех тасатма ыйтнă.

«Ыранах машина тупса тиесе каятăп», _ тилмĕрнĕ чунтан пăшăрханакан вутă хуçи.

Çук вĕт, харкашакансем полицие шăнкăравланă! Çын нушине нимĕн вырăнне те хуман.

Çакăн пек вак-тĕвек пăтăрмахсем пурнăçра тăтăш пулса иртеççĕ.

Ял пĕрре те лăпкă тăмасть: пĕри хăйĕн пахчине кỹршĕ чăххисем кĕнĕшĕн урăм-сурăм вăрçăнать, тепри тата кỹршĕ ачисем вĕсен умĕнчи хăйăр çинче вылянăшăн кăмăлсăр. Виççĕмĕшĕ кỹрши унран лайăхрах пурăннăшăн тарăхать, «вăрласа пуйнă» тесе сас-хура сарать...

Эх, ял-йышăм, ял-йышăм... Ырă та чипер пурăнма мĕн чăрмантарать-ха пире? Кỹршĕпе мĕншĕн хирĕçмелле? Чарусăр чăхсем ăнсăртран ют пахчана кĕнишĕнех çĕрти-çỹлтине хăвармасăр ятлаçмалла-и? Хăвăн чăххусем нихăçан та кỹршĕ патне каçмĕç-ши?

Ĕлĕкрех пĕрре те апла марччĕ вĕт-ха. «Кỹршĕ _ çăраççи», _ теттĕмĕр, ăна чунри вăрттăнлăха та уçса панă. Ăçта та пулин инçе çула тухсан, кил-çурта пăхкаласа тăма кỹрше шаннă. Пỹртри чечексене те кỹршĕ хĕрарăмĕ шăварнă, выльăх-чĕрлĕхе те выçă тăратман.

«Вăрçă çулĕсенче шăрпăк çукчĕ, _ аса илетчĕ манăн ватă анне. _ Кăвар ыйтма кỹрше каçнă. Тăвар пирки те çакнах каламалла. «Пур _ çурмалла, çук _ пĕрле», _ теттĕмĕр. Пирĕн ĕне пурччĕ те, ĕнесĕррисене пĕр сăмахсăрах сĕт яра-яра параттăм. Ытти çынсем те мĕн пуррине шеллесе тăман. Ун чух ял пĕр пысăк çемье пек туслă пурăнатчĕ».

Çак ырă вăхăта эпĕ те манман-ха. Вăй-хал вĕресе тăракан çамрăксем çурт-хуралтă çĕклекенсене пĕр пус укçа илмесĕрех пулăшатчĕç. Вăрман кăларнă, пилорамăра хăма çурнă, пура пураланă. Çак йывăр ĕçсене ял-йышпа пĕрле, калаçса-шỹтлесе тунă.

Астăватăп-ха «Тăван сăмах» ятлă шкул кĕнекинче кĕпер сăвайне çапакансен юррине пичетленĕччĕ.

«Халтан кайиччен ĕçлесен те юрланă-ши?» _ ыйтнăччĕ эпĕ вĕрентекенрен.

 «Юрă ĕçлеме вăй парса тăрать, _ йăл! кулса каланăччĕ учитель. _ Чăваш халăхĕн ĕç юррисем темиçе те. Юрă çынсене çывăхлатать, туслаштарать, кăмăла çĕклет».

Халĕ ăçта-ши пирĕн илемлĕ юррăмăрсем? Кỹршĕ-аршăпа пĕрле шăрантармалли чуна хумхантаракан юрăсем Валентин Урташ çĕре кĕнĕренпе урăх пĕрре те «çуралмарĕç».

Халăха пĕр-пĕринпе çывăхлатас, ырă кăмăллă пулма хавхалантарас тĕллевпех ĕнтĕ ял уявĕсене ирттереççĕ. Темиçе çул каялла вĕсем районти кашни ялта тенĕ пекех пулатчĕç. Кăçал пĕртен-пĕр Ярăславра çеç кĕрлесе иртрĕ. Ытти ял тăрăхĕсем мĕн шутлаççĕ-ши ман сĕнỹ пирки?

Пĕрне пĕри хисеплесе, ваттисене сума суса, кỹрше ырă сунса пурăнар-ха, ял-йышăм. Пурнăçăмăр, чăнах та, пĕрре те çăмăл мар, апла пулин те çынлăхпа чун ăшшине çухатар мар. Хамăрăн ачасене те, мăнуксене те çынпа пĕрле килĕштерсе пурăнма вĕрентер.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика