Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян - Питрав кунĕ

12 июля 2016 г.

Паян - Питрав кунĕ

ИЮЛĔН 12-мĕшĕнче тĕнчери мĕн пур православи тĕнĕллĕ çынсем Питрав кунне палăртаççĕ. Çак уявăн чиркỹри тулли ячĕ _ Петрпа Павел аслă апостолсен мух- тавлă çветтуйсен кунĕ. Çветтуй апостол Петр малтан Симон ятпа çỹренĕ, ахаль пулăç пулнă. Андрей Первозванный апостолăн аслă тетĕшĕ Симон авланса мăшăрĕпе пĕрле ача-пăча çуратнă. Андрей ăна пĕррехинче Иисус патне илсе килнĕ. Христос çак чухăн пулăç таса чунлă пулнине тата хăйне чĕререн парăннă вĕренекенĕ пуласса пĕрре пăхсах туйса илнĕ. Христос ăна Кифа е грексен чĕлхи çине куçарсан _ Петр тесе чĕнме пуçланă. Ăна апостолсен шутне кĕртнĕ хыççăн Христос Петрăн кил-çуртне кайса курнă, унăн мăшăрĕн чирпе асапланакан амăшне сыватнă. Петр Турă вĕрентĕвне халăхсем хушшинче питĕ анлăн сарса çỹренĕ. Унăн витĕмлĕ те хăватлă сăмахĕ виçшер, пилĕкшер пин çынна Христос еннелле çавăрса пынă. Преступлени тунă çынсем Петр умĕнче вилсе выртнă, унăн сăмахĕпе вилнисем чĕрĕлсе тăнă, чирлисем чĕрĕлнĕ. Евангелие вĕрентсе, чылайăшне Турă еннелле çавăрса Петр апостол пилĕк хутчен тĕрлĕ çĕршывсем тăрăх çỹренĕ. Юлашки çулçỹревĕ Римра вĕçленнĕ. Нерон патша ăна 67 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе _ июлĕн 12-мĕшĕнче) хĕрес çине пуç хĕрлĕ хурса пăталаттарса вĕлерттернĕ. Павел апостолăн малтанхи ячĕ Савл пулнă. Малтанласа вăл Христос вĕрентĕвне, Унăн чиркĕвне те йышăнман. Пĕррехинче Савл умĕнче тỹперен çутă ỹкнĕ. Вăл, çĕр çине ỹкнĕскер, çак сасса илтнĕ: «Савл, мĕншĕн Мана хăвалатăн эсĕ?» _ «Кам эсĕ, Турă-и?» - ыйтнă Савл. «Эпĕ _ Иисус», _ хуравланă сасă. «Мĕн тумалла манăн, Туррăм?» _ ыйтнă Савл. «Тăр та хуланалла ут, кайран мĕн тумаллине калăп сана». Кун хыççăн, Павел ят илнĕскер, вăл халăхсем хушшинче Евангелие ырми-канми вĕрентсе çỹренĕ. Выçлăх та, хăрушлăх та, Турă вĕрентĕвĕшĕн хĕсĕрлени те, хĕç те, вилĕм те Павел чĕринче Турра юратас туйăма вăйсăр- латма пултарайман. Апостол Турă вĕрентĕвне Аравинче, Палестинăра, Кесарире, Кĕçĕн Азире, Грецире, Италире сарса çỹренĕ. Павел Çĕнĕ Завет валли 14 Послани çырса хатĕрленĕ. Турра курайман çынсем ун валли питĕ асаплă вилĕм хатĕрленĕ. Петр апостолпа пĕр вăхăтрах Римра Павелăн пуçне хĕçпе касса татнă. Çапла вара, Петрпа Павел Христос вĕрентĕвне, Евангелие халăхсем хушшинче сарассишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă. Таса та чăн ĕненỹшĕн апостолсем хăйсен пурнăçĕсене те шеллемен. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем, сăваплă сăнарĕсем пире йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма, Турă халалĕсемпе пурăнма хавхалантараççĕ.

НИКОЛАЙ ПРОТОИЕРЕЙ, Улатăр епархийĕн районти благочиннăйĕ, Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика