Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулу телейлĕ пултăр, шофер!

15 июля 2016 г.

Çулу телейлĕ пултăр, шофер!

Унăн ашшĕне те лайăх паллаттăм. Михаил Малышева _ «Аврора» колхозăн малта пыракан водительне, III степень Ĕç Мухтавĕ орденĕн кавалерне _ районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕччĕ. Çав тери ырă кăмăллă, ял халăхне пулăшма яланах хатĕр çынччĕ. Михаил Малышева ял-йыш ырăпа кăна аса илет. Ывăлĕ _ Вячеслав _ ашшĕ çулĕпех кайнă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул хыççăн Ульяновск облаçне кĕрекен Сенгилейри училищĕре вĕренсе шофер тата слесарь специальноçĕсене илнĕ. Тăван яла таврăнсан нумай та ĕçлеймен – Совет Çарне кайма черет çитнĕ. Вячеслав Малышев çарта пограничник пулнă, Совет Союзĕпе Иран чиккинче _ тулă-сăртлă вырăнта _ Тăван çĕршыва сыхланă. Служба вăхăчĕ вĕçленсен яла сержант пакунĕпе тата çар вĕренĕвĕпе спортри çитĕнỹсемшĕн панă значоксем çакса таврăннă. Ялта нумай канса ларайăн-и? Виçĕ кунтанах Вячеслав «Сельхозхимия» пĕрлешĕвĕн кантурне пырать, хăйне ĕç тупса пама ыйтать. Ĕнерхи пограничнике хапăл тусах ЗИЛ автомашина шанса параççĕ. Çав кунтан пуçласа 20 çул хушши Вячеслав Малышев «Сельхозхимия» пĕрлешĕвĕн Асанкассинчи филиалĕнче ĕçленĕ. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ минерал удобренийĕ, строительство материалĕсем, вак чул турттарман-ши Вячеслав Михайлович? Ĕçре пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă, ăмăртура малта пынăшăн Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. « С е л ь х о з х и м и я » пĕрлешỹ аркансан, Вячеслава «Сувар» ООО ертỹçи Александр Максимов хăй патне ĕçлеме илет. Лайăх шофер тупма çăмăл мар, Александр Васильевич тỹрĕ кăмăллă та пултаруллă çынна тĕл пулнăшăн паян кун та савăнать. Вячеслав Малышев МАЗ-6501 автомашинăпа хамăр районта çеç мар, республикăра тата ун тулашĕнче те груз турттарать. Районта чи нумай тырă турттарнăшăн ăна «Чи лайăх водитель» ятпа чысланă тата телевизор парнеленĕ. Шăмăршăри Акатуйра вара уява пуçтарăннисем Вячеслав Михайловича Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илнĕ ятпа хыттăн алă çупса саламларĕç. ... ПĂЧĂРЛĂ П А Ш Ь Е Л Ĕ Н Ч И илемлĕ урамсенчен пĕринче – хĕвеле хирĕç ларакан пысăк йывăç çуртра _ пурăнаççĕ Малышевсем. Мăшăрĕпе _ Надежда Васильевнăпа _ виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ачисем пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ, Вячеслав Михайловичпа Надежда Васильевнăна икĕ мăнукĕ савăнăç парнелет. Çакă мар-и-ха çемье телейĕ? Килти хуçалăх та _ чун савăнмалăх. Ĕне, икĕ пăру, сыснасемпе сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп... Инди кăвакалне те туяннă. Хăйсенчен ытлашши сĕтпе аш-какая сутса укçа тăваççĕ. Çурт-хуралта çĕнетсех тăраççĕ. Çак кунсенче кăна-ха йывăçран пысăк сарай туса лартнă. Апла пулсан, выльăх-чĕрлĕх йышне тата та ỹстересшĕн. Ялта ĕçлемесĕр пурăнаймастăн, ырлăх-пурлăха тар тăкса тумалла. 55 çул тултарчĕ «Районти чи лайăх водитель» ята паян та чыслăн тытакан Вячеслав Малышев. Хуть те ăçта рейса тухсан та, сарлака та анлă Тăван çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче командировкăра пулсан та çулу яланах телейлĕ пултăр, Вячеслав Михайлович! Сана эпир менелник ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, Пăчăрлă Пашьел вăрманĕнчи патвар юман пек çирĕп сывлăх, ял çумĕнче шăнкăртатса юхса выртакан Пасна çырми пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ. Шăмăршă-Пăчăрлă Пашьел.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика