15 июля 2016 г.
«ЖИЛКОМСЕРВИС» УК» ООО директорĕ Алмаз Садретдинов ăшăпа, шывпа, канализаципе усă курнăшăн тата çуртсене пăхса-юсаса тăнăшăн хăшпĕр çынсем укçа тỹлеме «манни» çинчен пăшăрханса калаçрĕ._ Парăм 700 пин тенкĕне яхăн пуçтарăнчĕ, _ терĕ вăл. _ Тỹлев ĕçĕнче çирĕп йĕрке тăвас тесе парăмçăсене суда паратпăр. 2015 çулта суда 8 тавăç (иск) заявленийĕ панăччĕ, 238 пин тенкĕ шыраса илтĕмĕр. Кунта суд приставĕсен тăрăшулăхне палăртса хăвармалла. Кăçал суда 12 тавăç заявленине тăратрăмăр, халлĕхе 64 пин тенкĕ шыраса илме пултартăмăр. Çулталăк вĕçлениччен парăмçăсенчен хăтăлаймасан та, пĕтĕмĕшле суммăна чакарма тăрăшатпăр. Парăмсен пысăк пайĕ Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтнипе пуçтарăнать. Хĕлле никам та шăнасшăн мар, анчах ăшăшăн тỹлеме шутламастпăр. Централизациленĕ майпа ăшăтса тăракан çуртсем Шăмăршăра пурĕ 14. Кăçал тăваттăшне çутçанталăк газĕпе харпăр-хăй хутса тăрасси çине куçарнă. Çапла вара «Совхозная» котельнăя пĕтернĕ. Çакă укçа-тенке чылай перекетлеме пулăшĕ. Çывăх çулсенче нумай хваттерлĕ кашни çуртах харпăр-хăй хутса ăшăтасси çине куçарма палăртнă. Чăнах та, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем ỹсрĕç. Апла пулин те тỹлесех пулать, унсăрăн парăма судпа шыраса илеççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене хĕле хатĕрлес ĕç графикпе килĕшỹллĕн пынине палăртрĕ директор. Ăшă трассине комисси «хатĕр» тесе йышăннă. Çурт çивиттине юсаççĕ, çĕмрĕк чỹрече кĕленчине çĕннипе улăштараççĕ тата ытти те. Вак-тĕвек ĕçе вăраха тăсасшăн мар управляющи компанийĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем пирки сăмах хускатрăмăр. Алмаз Агзамович «капремонтшăн» кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнченпе 1 тăваткал метр пуçне 5 тенкĕ те 80 пус тỹлемелли çинчен пĕлтерчĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн граждансен уйрăм ушкăнĕсене компенсаци тỹлесси пирки 2016 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче йышăннă саккуна хăшĕсем тĕрĕс мар ăнланни сисĕнет. Компенсаци вăл _ çăмăллăх пани мар, капиталлă юсавшăн 100 проценчĕпех тỹлессинчен хăтармасть. Граждансен уйрăм ушкăнĕсене социаллă хỹтлĕх пайĕ кайран компенсаци тавăрса парать çеç. Çуртсем юсавлă та илемлĕ, ăшă пулччăр, кранран яланах шыв юхтăр, канализаци йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлеме тăрăшар.
Ив.Саландаев .